Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

САМОУПРАВЛЕНИЕ

 Пирĕн районта кашни ялта тенĕ пекех выльăх масарĕсем пур. Хальхи вăхăтра вĕсене ветеринарипе санитари тĕлĕ-шĕнчен кирлĕ пек тытса тăрассине районти ветеринари служби те, Россельхознадзор та, прокуратура та çирĕп ыйтаççĕ. Çак тĕллевпе тăтăшах пĕрлехи рейдсем те ирттереççĕ. Унччен уçă вырăнта пысăк шăтăк алтса тунă масарсене паян кирлĕ пек йĕркелесе тирпейлемелле. Чăн малтанах ун йĕри-тавра икĕ метр çỹллĕш карта тытса çаврăнмалла. Шал енчен таврашĕпе 0,8 метр тарăнăш, 1,5 метр сарлакăш шăтăк чавмалла. Кунтах "Çĕпĕр язви çыншăн та, выльăхшăн та хăрушă" ятлă вывеска пулмалла. Çакна питĕ çирĕп пăхăнмалла, мĕншĕн тесен районта пур 48 выльăх масарĕнчен 44-шĕнче çĕпĕр язвине тупса палăртнă. Ку тĕлĕшпе Люля, Ульяновка, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчи выльăх масарĕсенче çеç çак чир çук-мĕн.

Паян вырăнти ял тăрăхĕсем умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри _ шăпах кашни выльăх масарнех саккун ыйтнă пек йĕркене кĕртесси. Районти ветеринари службин врач-эпизотологĕ И.Артамонова пĕл-ернĕ тăрăх, чылай ял тăрăхĕсенче вĕсене йĕркене кĕртсе пыраççĕ. Çак кунсенче, акă, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнче харăсах виçĕ выльăх масарне кирлĕ пек йĕркеленĕ.

_ Ял тăрăх специалисчĕсен, культура, библиотека ĕçченĕсен вăйĕпе иртнĕ эрнере выльăх масарĕсене кирлĕ пек тирпейлесе пĕтертĕмĕр. Малашне çак вырăнта çỹп-çап, выльăх виллисем, пуснă хыççăнхи каяшсем пулмалла мар. Ял халăхĕн çакна çирĕп пăхăнмалла пулать. Вилнĕ выльăхсене пурин те райветстанцире регистрацилеттермелле. Вĕсене унтан Çĕрпĕве ярса ятарлă вырăнта усă курĕç. Çавăнпа та ял тирпейлĕ те таса пултăр тесен çỹп-çапа кашни кирлĕ мар вырăна, юрăхсăра тухнă япалана е вилнĕ выльăха ятарлă вырăнсене çеç тăкмалла е вырнаçтармалла, _ ăнлантарчĕ Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕ В.Краснов ял çыннисемпе çак темăпа калаçу ирттернĕ май. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 сентября 2007
00:00
Поделиться