Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

АСĂРХАННИ ИНКЕКРЕН СЫХЛАТЬ

 "Трактор" операци _ уйăхлăх вĕçленчĕ. Унăн итогĕсене каярахпа пĕтĕм-летĕç-ха. Операци _ уйăхлăх вăхăтĕнче комисси членĕсем пур хуçалăха та çитме тăрăшрĕç. Çав шутра Çĕнĕ Ахпỹртри "Марка" хресчен фермер хуçалăхĕнче те пулчĕç. Евгений Михайлович Мартышкин хуçалăхĕпе, техникипе паллашрĕç. Лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те кăтартса хăварчĕç. Уйăхлăх вĕçленни ку енĕпе лăпланса лармаллине пĕлтермест. Уй-хирте кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха, ĕççи малалла тăсăлать. Йĕтемре тырă тасатаççĕ, уйра çĕр улми кăлараççĕ. Кĕçех выльăх кăшманне, сахăр чĕкĕнтĕрне пухса кĕртме пуçлĕç. Пурнăç кăтартса панă тăрăх, çак тапхăрта та инкек пулма пултарать. Çаврăнакан пайсене, сăнчăрсене ятарлă виткĕçсемпе хупламалла, механизаторсен, ытти ĕçченсен техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Кăçалхи хĕрỹ тапхăрта республикăра инкек-синкек сахал мар пулчĕ. Акă, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" УАОн "Искра" хушма хуçалăхĕнче пĕри МТЗ-80 трактор çинчен ỹксе косилка айне лексе вилмеллех аманнă. Сăлтавĕ _ эрехре, механизатор самаях ỹсĕр пулнă. Шупашкар районĕнчи "Атлашевский" ЯХПКри инкек те эрехпе çыхăннă. СК-5 "Нива" комбайна тытса пыракан комбайнер тепĕр экипажри комбайнер çине пырса кĕнĕ. Инкек вилĕмпе вĕçленнĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем татах та пур. Пирĕн тăрăхра чăнах та кун пек инкек-синкек пулман. Малашне те ан пултăрччĕ. Çапах Турă сыхласса çеç кĕтсе лармалла мар. Хăрушсăрлăх техники правилисене çирĕп пурнăçламалла, эрех-сăрапа иртĕхмелле мар. Ỹсĕр çỹрекенсенчен çирĕпрех ыйтмалла, çийĕнчех явап тыттармалла. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 сентября 2007
00:00
Поделиться