Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Савăк вăхăт иртрĕ çав хăвăрт

Хĕртсе пăхакан хĕвел, тĕрлĕ йывăç-курăк шăршипе тулнă таса сывлăш пĕтĕм кĕлеткене уçăлтарса яракан тăрă шыв _ çакă ĕнтĕ çуллахи кунсен илĕртỹллĕхĕ. Мĕнлерех чăтăмсăррăн кĕтнĕччĕ ачасем каникул кунĕсене. Вĕсем вара шăхăрса иртрĕç. Чуна йăпатма аса илỹ çеç юлать. Мĕнлерех ирттерчĕç-ха канăва ачасем? Пĕрисем республикăри хитре вырăнсенче вырнаçнă лагерьсенче канчĕç. Теприсем _ шкулта йĕркеленĕ кану лагерĕсенче, виççĕмĕшĕсем килти çĕр çинче, ял хуçалăх предприятийĕсемпе кооперативĕсенче вăй хучĕç. Каннипе пĕрлех хуçалăха, килтисене усă кỹчĕç. Пĕрисем япăх, теприсем лайăх каннă тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Кăмăл пулсан, интереслине, усăллине ăçта та тупма май пур пек туйăнать. Мĕнлерех канни пирки Кивĕ Ахпỹрт ачисенчен хăйсенчен ыйтар-ха? Валентин Капитонов: каникул усăллă иртрĕ. Кỹршĕри Геннадий Николаевич Арланов комбайнерпа "Батыревский" хуçалăхри вырма ĕçĕсене иккĕмĕш çул хутшăнтăм. Уй-хир карапĕпе çаврăм хыççăн çаврăм туни, тулли тырă пучахĕсем тав тунăн пуç тайни халĕ те куç умĕнче. Гена тете мана хам тĕллĕн ĕçлеме те ирĕк пачĕ. Уншăн питĕ хĕ-пĕртерĕм. Пулас профессие те çак енĕпе çыхăнтарма тĕв турăм. Комбайнпа ĕçлени хамшăн та, çемьешĕн те тупăшлă пулчĕ. Лариса Федорова: Ирина Гаврилова тантăшăмпа ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă "Корма" предприятире ĕçлерĕмĕр. Çав вăхăтрах хамăр хуçалăхри пахча çимĕçе, севока çум курăкран тасатсах тăтăмăр. Ывăнтарать те, мĕн тăвăн. Пушă вăхăтра шыва кĕме, ташă каçĕсене çỹрерĕмĕр. Вăхăт иртни сисĕнмерĕ те. Елена Кабаева: эпĕ Шупашкар хулинчен. Çуллахи каникула кашни çулах ялта, тăвансем патĕнче ирттеретĕп. Кăçал тантăшсемпех килтĕм. Хулара паллах интересли нумайрах-ха ĕнтĕ. Атăла шыва кĕме, кану паркĕсене çỹреме пулать. Пире вара ялта килĕшет. Тус-юлташ тупрăм. Çу тăрăшшĕпех аппан ачине пăхрăм, пахчара ĕçлерĕм. Кил-тĕрĕшри ĕçсене йăлтах туса тăтăм, апат та пĕçертĕм. Кỹршĕ-арша севок сухан кăларма, пуçтарма пулăшрăм. "Гвардеец" хуçалăх хирĕнче севок кăларни уйрăмах асра юлчĕ. Тепĕр çул каллех яла килетĕп. Настя Антипова: каникул маншăн савăнăçлă вăхăт. Тăраниччен çывăратăп, шыва кĕретĕп. Килте асанне-асатте çук та, кунĕпех килти ĕçсемпе аппаланатăп: пỹрт-çурта тирпейлетĕп, выльăх-чĕрлĕх пăхатăп, пахчара ĕçлетĕп. Хĕвел çинче ĕçле-ĕçле ỹт-пỹ шоколад тĕслĕ хăп-хăмăр пулса ларчĕ. "Сан çумна "куршанак" ир çыпăçрĕ", _ теççĕ касри хĕрарăмсем. Атте инçете ĕçлеме кайнăран килти мĕн пур ĕç аннепе иксĕмĕр çине тиенет. Ывăннине туймастăп, каçсерен тантăшсемпе тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр. Шупашкарта, Йĕпреçре хăнара пултăм. Шкулшăн, пĕрле вĕренекенсемшĕн, учительсемшĕн тунсăхласа çитрĕм. Алиса Белкова: ку çулла маншăн уйрăмах асра юлчĕ. Эпĕ ачалăхпа сывпуллашатăп. Тăххăрмĕш класран "5" паллăсемпе çеç вĕренсе тухса Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕтĕм. Çапах тăван ялтан, килтен кайма çăмăлах мар. Малашне тăван вырăнсемшĕн, çемьери çывăх çынсемшĕн, тантăшсемшĕн чылай тунсăхлăп-ха. Ял ачисем те, хуларисем те вăхăта хăйсемшĕн те, ыттисемшĕн те усăллă ирттерни савăнтарать. Капла вĕсем çĕртен писмеççĕ, çитĕнсен ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла тăсас шанчăк пур. Çапла пултăрччĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 сентября 2007
00:00
Поделиться