Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кун йĕркинче _ сывлăх ыйтăвĕ

Районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче "2006-2010 çулсенчи "Вакцинопрофилактика" наци программине реализацилесси çинчен ыйту пăхса тухнă. Ку енĕпе районта хăш-пĕр ỹсĕмсем пуррине палăртнă. Программăпа çыхăннă мероприятисем валли Раççей бюджетĕнчен 700 пин тенкĕ, республикăран 100 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 290 пин тенкĕ, тĕрлĕ çăл куçсенчен 150 пин тенкĕ уйăрнă. Вырăнти бюджетран кĕнĕ укçа-тенкĕпе медицина ĕç хатĕрĕ, дезинфекци, медицина ĕçченĕсем валли хỹтĕлев хатĕрĕсем туянма _ 170, фельдшерпа акушер пункчĕсем валли холодильниксем, термоконтейнерсем туянма 50 пин, мониторинг ирттерме, профилактика планне тултарма 4 пин тенкĕ, халăха иммунизацилеме вакцина туянма, В вируслă гепатита, хĕрлĕ шатрана, грипа, полиомиелита хирĕçле эпидкăтартупа вакцинăсем туянма 66 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Кăçал çак тĕллевпе 50 пин тенкĕ уйăрса панă, 38-шне вакцинăсем илме расхутланă. Больница счечĕ çине кĕнĕ укçа-тенкĕпе дезинфекци хатĕрĕсем, пĕр хутчен усă курмалли шприцсем, мамăк, спирт туяннă, 98 пин тенкĕ тăкакланă. Сиплевпе профилактика учрежденийĕсене йăлара усă куракан холодильниксемпе, термоконтейнерсемпе, дезинфекци хатĕрĕсемпе, шприцсемпе тивĕçтернĕ. 2006-2007 çулсенче вакцинопрофилактика инфекцийĕпе чирленĕ пĕр тĕслĕх те шута илмен. Кăçалхи 7 уйăхра эпидемилле паротитпа, коклюшпа чирленĕ пĕрер тĕслĕх пулнă. Хĕрлĕ шатрапа, дифтерипе, полиомиелитпа, вируслă гепатитпа чирлемен. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан гриппа чирлесси ỹснĕ, 14 тĕслĕх шута илнĕ. Сывлăх тĕлĕшпе йышăннă наци проектне пурнăçлас ĕçре çитменлĕхсем те пур-ха. Наци календарьне пурнăçлассипе профпрививка тумалли план улшăнса тăрать. Çитĕннĕ çынсене дифтеринчен вакцинаци тăвасси çителĕклĕ шайра мар. 30 çынна вакцинаци тумалла пулнă, 7-шне çеç тунă (23,3 процент). Столбнякран тумалли плана та 33,3 процент çеç пурнăçланă. Сăлтавĕ _ АДС-М вакцини çитменни. Ачасене полиомиелитран, хĕрлĕ шатраран прививка тăвас ĕçре те çитменлĕхсем пур. Сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра медицина каяшĕсене пуçтарас, упрас, утилизацилес, бактериллĕ препаратсене упрас енĕпе йĕркене çирĕп пăхăнманнине, прививка тумалли кабинетсем санитари нормипе правилисене тивĕçтерменнине тупса палăртнă. Хăш-пĕр фельдшерпа акушер пункчĕсенче контейнерсем, дезинфекцилемелли хатĕрсем çук. Çак сăлтавсене пулах район сучĕ Турханти врач амбулаторин процедура кабинетне, Шăхачри фельдшерпа акушер пунктне хупнă, Шăнкăртамри пĕтĕ-мĕшле практика врачĕн уйрăмĕн заведующине штрафланă. Районти тĕп больницăн главнăй врачĕн çумĕ Е.Маурина пĕлтернĕ тăрăх, асăннă çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Прививкăсене вăхăтра тăвайманни укçа-тенке çийĕнчех куçарманнипе те çыхăннă. Халĕ вакцина кỹрсе килнĕ. Санитарипе эпидемиологи комиссийĕ сỹтсе явнă ыйту тăрăх тивĕçлĕ решени йышăннă. Н.Тинюков тĕп врача çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе мерăсем йышăнма хушнă. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 сентября 2007
00:00
Поделиться