Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ỹркев ỹкерет, тĕллев хал парать

 Рынок тапхăрĕ чылай хуçалăха шурлăха сĕтĕрчĕ. Вăйлисем, пултаруллисем, ура çинче çирĕп тăраканнисем çиеле тухайрĕç. Ыттисене çăмăлах пулмарĕ: пĕрисем вуçех саланчĕç, теприсем аран-аран "сывлакаларĕç", виççĕмĕшĕсем йывăрпа пулсан та малаллах тапаланчĕç. Вăтаелсене те çав шăпа пỹрчĕ. "Родник" хуçалăхăн ертỹçисем те улшăнкаласах тăчĕç. Юлашкинчен хуçалăх "тилхепине" В.Федоров çамрăка тыттарчĕç. Управляющи пулма ун умĕнхи ертỹçĕ А.Щербаков килĕшрĕ. Нумаях пулмасть эпир çак хуçалăха çитсе куртăмăр. Вырман юлашки ĕçĕсем пыратчĕç ун чух. Уйра 3 комбайн урпапа тулă вырса çапатчĕ. Управляющипе техника паркĕ умĕнче хирĕç пултăмăр, куçа-куçăн калаçрăмăр. _ Вырма вĕçленсе пырать, юлашки çаврăмсем çеç юлчĕç. Комбайнсем енчен йывăртарах çав. Пĕри çеç хамăрăн, иккĕшĕ кỹршĕри "Гвардеец" хуçалăхăн. Вĕсем вырмана пиртен маларах вĕçлерĕç те пулăшма каçрĕç. О.Кошкинпа В.Логунов комбайнерсен опыт пысăк, ĕçе тĕплĕ пурнăçлаççĕ, _ терĕ Александр Васильевич сăмах çăмхине сỹтнĕ май. "Родникăн" тĕш тырă лаптăкĕ 600 гектар. 300-шĕ кĕрхи, 300-шĕ çурхи. Ырашпа кĕрхи тулă тухăçĕ пĕр гектартан 30 центнера яхăнах тухнă. Çурхисем _ сахалрах. Йĕтем çинче ĕç вĕресе çеç тăрать. О.Щербаков комбайнсем патĕнчен тырă турттарать. Л.Медведев йĕтем заведующийĕ кунти ĕçе йĕркелесе тăрать. А.Кудрявцев машинист сортировкăсене йĕркеллĕ ĕçлеттерет. В.Уткин электрик, склад заведующийĕ те кунтах. Ф.Шайкин механизатор кĕлете тырă кĕртет, çав вăхăтрах Шупашкар, Канаш элеваторĕсене те тырă ăсатаççĕ, 200 тонна леçнĕ те ĕнтĕ. А.Виноградова, Г.Кудрявцева, Л.Лазарева, А.Кириллов, Т.Калашникова тырă тасатакансем те тав сăмахне тивĕç. Хушнă ĕçе çийĕнчех пурнăçлаççĕ, хастарлăхĕсем пысăк. О.Виноградов БДН дискаторпа акма çĕр хатĕрлет, А.Сорокин МТЗ-80 тракторпа акать. Кунта М.Яковлев, В.Захаров сеяльщиксен тỹпи те пысăк. Ыраша им-çамласа акаççĕ. Çакă тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма пулăшать. Кĕрхи çĕртмене те çийĕнчех туса пыраççĕ. Ỹркев ỹкерет, тĕллев вăй-хал парать, теççĕ. Кунта та çаплах. Хавхалану, тĕллев пурри ертỹçĕсене хуçалăха уралантарма пулăшать. Ĕмĕтсем пирки ыйтсан А.Щербаков управляющи çапла хуравларĕ: _ Ĕмĕтсĕр çыннăн çут тĕнчере пурăнма та кирлĕ мар. Тĕллев вăй-хал хушать. Вăл çапларах: хуçалăха ура çине тăратасси, парăмсенчен хăтăласси, малалла хамăр туса илнĕ продукцие сутса аталанасси, "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе кредит илсе ăратлă мăйракаллă шултра выльăх туянса вĕсен йышне ỹстересси. Аталаннă май ĕçченсен шалăвне те хăпартас килет. Тĕллеве пурнăçлас тесен çанă тавăрсах ĕçлемелле. Пурнăç çапла ыйтать. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 сентября 2007
00:00
Поделиться