Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Политканашăн вырăнти уйрăмĕн ларăвĕ

"Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн политканашăн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта вырăнсенчи пуçламăш уйрăмсен секретарĕсем хутшăннă. Ăна политканашĕн секретарĕ, район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă. Ларура 2007 çулхи декабрь уйăхĕнче РФ Патшалăх Думине суйламалли хатĕрленỹ тапхăрĕ мĕнле пынине пăхса тухнă, партин вырăнти уйрăмĕн сентябрь уйăхĕнчи ĕç планне çирĕплетнĕ. Кунтах районăн обществăпа политика пурнăçне активлă хутшăннăшăн, культурăна пысăк тỹпе хывнăшăн "Единая Россия" партин членне, Шăхачри тĕслĕх библиотека заведующине Раиса Горшковăна партин вырăнти уйрăмĕн Тав çырăвне парса чыс тунă. Çавăн пекех вунă çынна партин членĕ пулнине ĕнентерекен билетсем панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 сентября 2007
00:00
Поделиться