Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кун йĕркинче_ чи çивĕч ыйтусем

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов район пурнăçĕпе çыхăннă чи çивĕч ыйтусене хускатнă. Патăрьелĕнче те, ытти ял тăрăхĕсенче те урамсенче каçхине çутă çутассине çирĕп йĕркелемелле. Ку тĕлĕшпе ял тăрăх пуçлăхĕсен ĕçе лайăхрах туса пымалла. Умра _ кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр. Районти коммуналлă хуçалăх хутмалли сезона хатĕрленсе котельнăйсене тирпейлесе пĕтернĕпе пĕрех. Кунтах район пуçлăхĕ хăш-пĕр коммуналлă çуртсене индивидуаллă хутмалли меслет çине куçарас ыйтăва та хускатнă. Канашлура район центрĕнчи организаци-предприяти территорийĕсенче тирпей-илем, йĕрке тăвас, вырăнсенче муниципаллă пушар хуралĕсем йĕркелес, çул-йĕр тăвас, пуçланă строительство объекчĕсенчи ĕçсене хăвăртлатас тата ытти ыйтусене те хускатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 сентября 2007
00:00
Поделиться