Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ ăнăçлă пуçланчĕ

Патăрьел. Шкул-интернатра кашни çулах çĕнĕ вĕренỹ çулталăкне кăмăллă пуçлама тăрăшаççĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уява Г.Григорьева аслă воспитательница уçнă хыççăн, ачасене вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренỹ çулĕ ăнăçлă пуçланă ятпа интернат директорĕ К.Толстова чун-чĕререн саламларĕ, вĕренỹре, ĕçре уйрăм палăрнă ачасемпе воспитательсене Хисеп хучĕпе чыс турĕ. Ачасене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе район пуçлăхĕ Н.Глухов саламларĕ, пурне те ăс-хакăл тĕнчинче çĕнĕ ỹсĕм тума çирĕп сывлăх, пысăк хавхалану, ăнăçу сунчĕ. Савăнăçлă уява "Чувашавтодор" патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ В.Осипов, унăн çумĕ С.Лекарев (хамăр ентеш, Çĕнĕ Ахпỹртрен) хутшăнчĕç, шкул-интернатри ачасем малашне те спортра пысăк çитĕнỹсем туччăр, сывлăхне çирĕплетчĕр тесе футбол мечĕкĕсем тата ытти хаклă парнесем пачĕç. Район пуçлăхĕ Н.Глухов шкул-интернатăн кивĕ, авариллĕ çурчĕ вырăнне патшалăх пулăшнипе çĕннине тума палăртни çинчен калакан хыпар уяв кунĕ тата хăпартлантарчĕ. 

Пăлапуç Пашьел. Çулталăкри чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ уява, Пĕлỹ кунне паллă тума Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкула халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Çанталăкĕ те ачасен кăмăлне тупас терĕ пулмалла: хĕвел самантлăха та çухалмарĕ. 201 ача шкул алăкне кашни кун уçĕç. Вăл шутран 13-шĕ парта хушшине пĕрремĕш хут ларакансем. Пăлапуç Пашьел, Сител, Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс ялĕсенчи ачасем ăс пухаççĕ кунта. Хумхануллă, савăнăçлă уяв кĕрекине шкул директорĕ П.Александров уçрĕ, кĕскен шкулти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Ĕçĕсем вара чăннипех те курăмлă. Çу кунĕсене ахаль ирттермен кунти ĕçченсемпе вĕренекенсем. Пỹлĕмсемпе коридорсене сăрласа тирпей-илем кỹртнисĕр пуçне тах-çантанпа хумхантаракан ыйтăва та татса панă. 25 çул каялла тунă çурт тăррине тинех шифер витме мехел çитернĕ. Çак ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ "Вĕ-рентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăрнă. Тепĕр курăмлă самант _ столовăйне вĕри шывпа тивĕçтерни. Унччентерех кăмакара ăшăтнипех çырлахнă-ха. Халĕ вара ун пек юрамасть, пурнăç саккунĕ çапла ыйтать. Ĕçе нимелле пурнăçланă. Шкулти пур ĕçчен те спонсор пулнă темелле. Çавăн пекех "кĕмĕлпе" пулăшнăшăн тĕрлĕ çулсенче хамăр шкултан вĕренсе тухнă В.Яковлева (Шупашкарти пĕр фирмăна ăнăçлă ертсе пырать), З.Александровăна, В.Паймуллина, С.Кузьмичева тата ытти хăш-пĕр юлташсене тав туса хăварас килет. Кăçал шкулпа сывпуллашнă ачасем хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлани те савăнтарать: çурри ытла тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче хăйсен пĕлĕвне малалла тăсĕç. Вĕренỹре палăрнисене Петр Николаевич Мухтав хучĕсемпе чысларĕ. Чăваш Республикин ялавне çĕклеме те çак ачасемех тивĕçрĕç. Халиччен ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре Первомайски тăрăхĕнчен вĕренекен пулманччĕ-ха. Халĕ вара пур тесех çирĕплететпĕр. Шупашкарти тренерсем А.Лисицынăна (малтанхи тренерĕ М.Зейнетдинов) суйласа илни те пысăк чыс. Сăмах май каласан Алевтина çывăх вăхăтра Раççей шайĕнчи ăмăртусенче республика чысне хỹтĕлеме хатĕрленет. Район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн консультаципе диагностика центрĕн ертỹçи Н.Анисимов каланă ăш-пиллĕ сăмахсене пуçтарăннисем пехил вырăннех йышăнчĕç. Çавăн пекех вĕрентекенсемпе вĕренекенсене ăнăçусем сунса Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Никитин, "Сител" хуçалăх ертỹçи А.Иванов тухса калаçрĕç. Александр Ильич шкула конверт пачĕ. Паллах, унта мĕн пурри паллă ĕнтĕ. Патăрьел издательство çурчĕн директорĕ_ "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ З.Александрова ачасене тĕрлĕ походсемпе ăмăртусене çỹреме виçĕ палатка парнелерĕ. Пирĕнпе пĕрле уяв самантне пайлама республикăри "Тантăш" хаçат ĕçче-нĕсем килни уява пушшех пуянлатрĕ. Çырăнтару тапхăрĕнче лотерея вăййипе Выросовсен çемйи велосипед выляса илнĕ. Шăпах "Тантăш" хаçат редакторĕ Г.Платонова, корреспонденчĕсем Е.Васильевăпа Ф.Чернов çак парнене Выросовсене алăран тыттарчĕç. Пĕрремĕш класс ачисене Раççей Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов та тимлĕх уйăрнă: кашнинех вĕренỹре кирлĕ хатĕрсем парса янă. Пăлапуç Пашьел ял чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте те вĕсене парнесемпе савăнтарчĕ. Çак ачасен ашшĕ-амăшĕн ячĕпе Н.Павлов тухса калаçрĕ, класс пỹлĕмне пуянлатма хăй шутĕнчен укçа уйăрчĕ. Вун пĕрмĕшсем пĕрремĕшсене сăвă-юрăпа саламларĕç. Лешсем те парăмра юлмарĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕренỹ çулĕ пуçланнине систерсе паракан шăнкăрава 11-мĕш класри В.Лисицынпа 1-мĕш класри Ю.Чернова шăнкăртаттарчĕç. Çапла вара Пăлапуç Пашьелĕнчи "пĕлỹ карапĕ" хăйĕн 119-мĕш ишевне тухрĕ. Ишес çулĕ чăрмавсăр, уçă пултăр. Туçа. Пĕлỹ кунне халалланă линейкăна директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.Глинкина уçрĕ. П.Шашкин директор шкул ачисене, вĕсен ашшĕ-амăшне, хăнасене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "5" паллăсемпе çеç вĕреннĕ ачасене Мухтав хучĕсемпе чысларĕ. 44 выпускникран 27-шĕ аслă, 11-шĕ ятарлă вăтам вĕренỹ заведенийĕсене кĕни пирки пĕлтерчĕ. Ачасене, учительсене çавăн пекех район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн методисчĕ С.Мулюкова ăшшăн саламларĕ, вĕрентỹ ĕçĕнче палăрнăшăн С. Овечкина учительницăна райадминистраци Хисеп грамотипе чысларĕ. Линейкăра Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин, "Тойсинская", "Родник" хуçалăхсен ертỹçисем Г.Рубцовпа В.Федоров, "Гвардеец" хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ И.Каргина тухса каларĕç, Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламланипе пĕрлех каникул вăхăтĕнче тăван хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕ ачасене парнесемпе хавхалантарчĕç. Вĕсен хыççăн Патăрьелĕнчи МУЭСăн цех начальникĕ В.Плешков, ашшĕ-амăшĕ салам сăмахĕ каларĕç, вĕренỹре ăнăçу сунчĕç. Кăçал вĕрентỹ центрне пĕрремĕш класа 8 ача ура ярса пусрĕ. Вĕсене Светлана Валерьевна Овечкина вĕрентекен кĕтсе илчĕ. Вун пĕрмĕшсем пĕрре-мĕшсене саламлани, вĕсене пĕлỹ уççине пани чи кăсăклă самант пулчĕ. Пĕрремĕш шăнкăрава 11-мĕш класри Дима Осиповпа Диана Наумова пачĕç. Линейка вĕçленнĕ хыççăн учительсем унччен çак шкулта ĕçленĕ, ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлнă учительсене хисеп туса масарсем çине кайса вил тăприсем çине чечексем хучĕç. 

Ишлĕ. Пĕлỹ ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă линейкăна В.Казеев аслă вожатăй уçрĕ, шкул директорне С. Едифановăна сăмах пачĕ. Светлана Витальевна пурне те Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, вĕренỹре ăнăçу сунчĕ, кĕскен шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Кăçал кунта 112 ача ăс пухĕ. Пĕрремĕш класра _ 17-ĕн. Иртнĕ вĕренỹ çулне чи лайăх паллăсемпе вĕçленисем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Район пуçлăхĕн пĕр-ремĕш çумĕ Р.Селиванов вĕренекенсене, учительсене, ашшĕ-амăшне Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ, М.Храмов учительпе А.Матвеев завхоза райадминистрацин Хисеп грамотине пачĕ. Çавăн пекех ачасене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Юркина, ашшĕ-амăшĕ саламларĕç. Пăлапуç Пашьел чиркĕвĕн настоятелĕ Микулай атте пĕрремĕш классене вĕренỹ хатĕрĕсемпе чысларĕ. Пĕрремĕш шăнкăрав хыççăн пурте классене кĕрсе вырнаçрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 сентября 2007
00:00
Поделиться