Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Трактор" операци _ уйăхлăха пĕтĕмлетсе

 

Чăваш Республикин Патшалăх техника надзорĕпе Шалти ĕçсен министерстви август уйăхĕнче "Трактор" операци _ уйăхлăх йĕркелерĕç. Асăннă яваплă тапхăр пирĕн районта та ăнăçлă иртсе кайрĕ темелле. Операци _ уйăхлăх вăхăтĕнче ятарлă комисси тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн çакă палăрнă. Тĕрĕслеве кĕнĕ 185 трактортан хăй тĕллĕн çỹрекен çул-йĕр строительствин тата ытти машинăсем, вĕсен прицепĕсем кăлтăксемпех ĕçленĕ. Çапла майпа вĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх, çут çанталăка сыхламалли требованисене пăснă. Çавăн пекех тĕрĕслев вăхăтĕнче патшалăх регистраци йĕркине пăхăнман, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман çирĕме яхăн машинăна тупса палăртнă. Çирĕплетнĕ графикпа кашни çулах çакнашкал вырăнти хуçалăхсене тухса çỹрени, ятарлă уйăхлăх йĕркелени тĕрлĕрен техника хуçисене мĕн пур йĕркене пăхăнса ĕçлеме май парать, хистет. Уйăхлăх вăхăтĕнче тĕл пулнă хăш-пĕр çитменлĕхсене те палăртса хăварасшăн. Акă, сăмахран, "Заря", "Знамя", "Хастар", "Прогресс" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче патшалăх техника тĕрĕслевĕн йĕркисене, тракторсемпе ытти машинăсене регистрацилессине кирлĕ пек пăхăнса пурнăçласа пымаççĕ. Техникăпа усă курмалли йĕркене тракторсемпе, комбайнсемпе усă куракан уйрăм çынсем те пăсаççĕ. "Трактор" операци вăхăтĕнче çак сăлтавпа административлă йĕркене пăсни çинчен 15 протокол çырма тиврĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 сентября 2007
00:00
Поделиться