Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ОБРАЗОВАНИЕ МУСКАВ УНИВЕРСИТЕТНЕ _ ЭКСКУРСИНЕ

 

Мускава кайса курас шухăш иртнĕ çул Фарид Небиуллович Валитов выпускник шкула килсен çуралчĕ. Вăл Мускаври студентсен туризм агентствин директорĕ. Фарид Валитов Мускаври патшалăх университечĕ кашни çулах, майăн иккĕмĕш вырсарникунĕнче, химиксен уявне ирттерни, унта выпускниксене пуçтарни пирки каласа кăтартрĕ. Унта унчченхи студентсем тĕнчен кашни кĕтесĕнченех пуçтарăнаççĕ иккен. Тĕл пулу, уяв концерчĕ, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Мускаври патшалăх университетне çамрăк химиксен кружокĕн членĕсене илсе каяс тесе шутларăмăр. Шкул директорĕпе В.Солдатовпа хими факультечĕн деканĕ Валерий Васильевич Лунин академик патне кружок членĕсене йышăнма ыйтса çыру ятăмăр. Çырура хамăр çитĕнỹсене те палăртрăмăр. Ярославль 1000 çул тултарнине халалласа хими предмечĕпе ирттернĕ Раççейри интернет-проектра I, II вырăн йышăнни, районти олимпиадăсенче призлă вырăнсене тухни, учебникри темăсем тăрăх компьютерлă проектсем туни, хими кабинетне илемлетни, вăл районта пĕрремĕш вырăн йышăнни пирки пĕлтертĕмĕр. Çакăн хыççăн Мускаври уява чĕнсе йыхрав çитрĕ. В.Лекарев, А.Петров, Н.Козлова, А.Тукмаков, Н.Мельникова, И.Илюткина, А.Кубиков, С.Яковлев, Е.Самакина, Т.Урукова, И.Нурсова, Э.Адбулвалеева, Н.Перепелкина вĕренекенсем, директор çумĕ Н.Козлова тата çак йĕркесен авторĕ çула тухма хатĕрлентĕмĕр. Хамăр вăйпа концерт программи хатĕрлерĕмĕр. ГИБДД инспекторĕ В.Яковлев кайма, килме хăй шутĕнчен билетсем туянса пачĕ. Шкул директорĕ В.Солдатов, ачасен ашшĕ-амăшĕ, пĕрле ĕçлекенсем пире Канаша çитиех автобуспа ăсатрĕç, ăнăçу сунчĕç. Мускавра пире хамăрăн выпускниксем, халĕ çак хулара аслă шкулсенче вĕренекен студентсем, П.Чагиров, А.Чагирова, А.Матвеев кĕтсе илчĕç, МПУна çити ăсатрĕç. Кирилл гид-студент аспирантсен 13 хутлă общежитине вырнаçтарчĕ. Кашнине _ уйрăм номере. Часах пире концерта чĕнчĕç. Кунта студентсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă: Санкт-Петербургран, Львовран, Харьковран, Чулхуларан. Чылай аслă шкул представителĕсем концерт кăтартнă хыççăн пире черет çитрĕ. Малтанах ачасем саламларĕç, унтан илемлĕ чăваш кĕвви янăраса кайрĕ. Сарă наци костюмĕ тăхăннă чипер пикесем: И.Нурсова, Н.Перепелкина, И.Илюткина, Э.Абдулвалеева çепĕç хусканусемпе чăваш ташши ташланă хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. "Чăвашсем, маттур!" - тесе кăшкăрчĕç. Концерт хыççăн студентсен столовăйне чĕнчĕç, 15 çынран тăракан командăна тутлă çитерчĕç. Унтан каçхи Мускава курма тухрăмăр. Кунта пирĕншĕн тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Кивĕ Арбатра Булат Окуджава палăкне пуç тайрăмăр. Кунта художниксемпе палăксен умĕнче те сăн ỹкерттертĕмĕр. Тепĕр кун Мускав тăрăх виçĕ сехетлĕх экскурсие тухрăмăр. Автобусра тĕрлĕ халăх çыннисемпе паллашрăмăр. Хĕрлĕ площадьре, чи çỹллĕ сăрт çинче пултăмăр. Унти илеме сăнлама сăмах та çитмест. 70 фонтан, тĕлĕнмелле илемлĕ чечексем хĕвел пайăркисемпе ялкăшаççĕ. Паллă мар салтак тăприне пуç тайрăмăр. Каçхине цирк кайса куртăмăр. Билетсене "Булат" фирмăн спонсорла пулăшăвĕпе туянтăмăр. Мускав шывĕ хĕрринче обзорлă экскурсинче пулнă хыççăн общежитине таврăнтăмăр. Виççĕмĕш куна университетра ирттертĕмĕр, профессорсемпе студентсемпе тĕл пултăмăр. Кашни хими лабораторинчех ăшшăн кĕтсе илчĕç. Хими факультечĕн деканĕ В.Лунин хăйĕн пỹлĕмне чĕнчĕ. Эпир ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов алă пуснă салам адресне тата Патăрьел районĕн энциклопедине, "Арбат" магазин сувенирĕсене парнелерĕмĕр. Вăл кашнине асăнмалăх хими символикăллă футболка тата МГУ значокне парнелерĕ. Раççей Федерацийĕн наукисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, хими наукисен докторĕ, БАОС лаборатори заведующийĕ пирĕнпе калаçрĕ, мĕнле вĕреннипе те интересленчĕ. Ун хыççăн Фарид Валитов университетăн паллă вырăнĕсемпе паллаштарса çỹрерĕ, ученăйсен аллейинче пултăмăр. Тепĕр кун Мускавпа сывпуллашса киле таврăнтăмăр. Экскурсие кайма спонсорла пулăшу панăшăн Ф.Валитова, Ринатпа Флюра Абдулвалеевсене, "Арбат" магазин директорне Т.Козловăна, "Мечта" магазин хуçине, Стекловсене, "Евгения" ансамбль ертỹçине А.Михайловăна, ГИБДД инспекторне В.Яковлева, "Малышок" магазин ертỹçине А.Чукмаевăна тав сăмахĕ калас килет. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 сентября 2007
00:00
Поделиться