Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Куç тулли илем килĕнче

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Е.Рубцова çурта кин кĕртнĕ чухне кашнинех пĕр евĕрлĕ пил пачĕ: "Алăк хăлăпĕ çынсенчен, тĕпел умĕ кинсенчен, сĕтел хушши кĕрỹсенчен татăк ан тăтăр". Пурте ăша илчĕç çакна. Калани пурнăçа кĕчĕ. 9 мăнук вĕсен. Ахальтен мар каникула аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне килеççĕ. Çуллахи вăхăтлăх садик тейĕн. Пĕри тупăпа вылять, тепри татса илнĕ вĕлтĕренпе чĕпĕттерессипе хăратать, виççĕмĕшĕ чăх-чĕп валли çерем курăкне татать. Ваттисемпе "чăрмантаракансем" çеç килте. Ыттисем _ ĕçре. Виçĕ кин кĕртнĕ çурта Елена Николаевнăпа Николай Федорович, икĕ кĕрỹллĕ пулнă. Çакăнта иккĕмĕш мăшăрĕн тỹпи пурах. Ачасен тăван ашшĕ çĕре кĕнĕ чухне кĕçĕнни çиччĕре çеç пулнă. Вĕсене хỹтлĕхе илсе пăхса ỹстерес ĕçе Николай Федорович тивĕçлĕ пулăшу кỹнĕ. _ 20 çул хунямапа пурăнтăм. Юлашки виççĕшĕнче пачах пăхма йывăрччĕ. Хампа ĕçе çавăтса кайни те сахал мар пулнă, _ аса илет Елена Николаевна. _ Хуняма сăмахĕнчен иртмен, паллах. Кинĕмсемпе те пĕр чĕлхе тупрăмăр. Тĕприпе виçĕ çул пĕрле пурăнатпăр. Иксĕмĕр пĕр урапа çине ларса пыни çурт тулли ача хĕвĕшнинченех курăнать ĕнтĕ! Олег ывăлĕ ДРСУра мастерта, кинĕ Росгосстрах филиалĕнче бухгалтерта ĕçлеççĕ. Аслисем те вырăнлă çĕртех. Николай Шăмăршăра ГИБДД ертỹçинче тăрăшать. Светлана кинĕ иккĕмĕш ачипе ларать. Сергей "Исток" хуçалăх ертỹçи çумĕнче, Альбина кинĕ "Россельхозбанкра" вăй хураççĕ. Йăха малалла тăсакансенчен пĕри тĕп кил çывăхнех çурт лартнă. Качча тухнă хĕрĕсем те аякра мар. Тăрăнта пурăнаççĕ. Галина Кошкинсен, Светлана Илеменовсен кинĕсем. Пĕри "Энергонадзорта" контролерта, тепри тĕп больницăра медсестрара ĕçлеççĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест теççĕ. Рубцовсен те çавах. Пурте çĕр ĕçĕпе ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Тĕпре те ĕни, пăрушĕ, хурĕ-чăххи, сысни пур. Пĕр пахча севок çитĕнтернĕ çемье. Ăна алласа, сортласа хĕл каçма вырнаçтарчĕç. 16 сотăй кишĕр ỹстереççĕ. Çĕрулми пур, çемьене тăранмалăх та, бюджета тĕреклетме те çитмелле. Хунямăшĕ кинĕсене ырланине, çамрăккисем ваттине хисепе хунине тĕл пулма пулать-ха. Анчах хирĕçле ỹкерчĕк те пур. Рубцовсен вара апла мар. Ку енĕпе вĕсенчен тĕслĕх илме пулатех.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 сентября 2007
00:00
Поделиться