Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йывăç хунавпа, туратсемпе вăйлă. Этем вара _ ачисемпе

Пурнăçра темĕн те суйласа илме пулать: професси, апат-çимĕç, кĕнеке. Тус-юлташа та хăвна килĕшекеннине тупатăн. Анчах аттепе аннене суйласа илме çук. Пире çуратнă анне пĕрре çеç. Юнашар пурăннă чухне çакна туймастпăр та-и тен, йăвари кайăк чĕпписем пек, килтен тухса кайсан тин уншăн тунсăхлама тытăнатăн, ăна час-часах курас, унпа канашлас килет. Мĕнле пысăк телей вăл атте-анне пурри. Вĕсенчен хакли, çывăххи никам та çук. Эпĕ хама ăраскаллă тесе шутлатăп. Манпа юнашар _ аттепе анне, чи çывăх çынсем. Вĕсем манăн савăнăç, шанăç, тĕрев. Мĕн пĕчĕкрен пирĕн-шĕн анне _ çемье ăшши, атте _ çемье тĕрекĕ пулнă. Лидия Михайловна, Пантелеймон Андреевич тесе хисеплесе чĕнеççĕ вĕсене ачасем, ял-йыш. 37 çул пĕрле пĕр сывлăшпа, пĕр шухăшпа пурăнаççĕ Чăваш Ишекĕнче Шихрановсем, ваттисен пиллĕхне ас туса тĕп кил вучахне сỹнме памаççĕ, хăйсем хыççăн тарăн йĕр хăварса пыраççĕ. Эпир, ачисем, хамăрăн атте аннепе мухтанатпăр, тивĕçлипех мăнаçланатпăр. Турă вĕсене мĕнле курасшăн пулнă _ çав енсем вĕсенче пурте пур: ĕçчен, тăрăшуллă, вăй-халлă, шанчăклă... Ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, ăсĕ-тăнĕ _ пурте мухтава тивĕçлĕ. Пурин валли те тимлĕх çитет вĕсен. Пирĕншĕн çеç мар, шкултан вĕренсе тухнă мĕн пур ачасемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. 30 çул ытла шкулта вăй хурса Лидия Михайловнăпа Пантелеймон Андреевич мĕн чухлĕ çамрăка пурнăç çулĕ çине кăларман-ши? Иккĕшĕ те вĕсем Шупашкарти педагогика институтĕнче вĕреннĕ, унтах пĕр-пĕринпе паллашнă. Алла диплом илсен пĕр иккĕленмесĕр шкула çул тытнă. Пĕр вăхăт Комсомольски районĕнчи Йỹç Шăхаль шкулĕнче ĕçленĕ. 7-8 çухрăм кашни кун киле çуран çỹренĕ. Кашни уроках яланхилле танлăн, кăмăллăн утнă. Пĕтĕм пултарулăхне, чун ăшшине шкулти ачасене панă, вĕсемпе савăннă, куляннă. Атте кунта малтанхи кунсенчех сулăмлă утăмсем тăвать. Тăватă çул хушши вăй хурса, ĕçре пысăк тимлĕхпе палăрнăскере, Явăш ялĕн шкул директорне суйлаççĕ. Анчах та ялта асанне пĕчченех пулнăран тăван киле таврăнаççĕ, çывăхарах, кỹршĕри Ыхра Çырми шкулĕнче ĕçлеме пикенеççĕ. Кĕçех атте пуçарнипе ялта çĕнĕ шкул çуртне ниме пуçтарса купаласа лартаççĕ, кĕске вăхăт хушшинче хута яраççĕ. Директор лавне туртма аттенех шанаççĕ. Шкул чысне малта тытса пырассишĕн чылай вăй хучĕ вăл, анне те мĕн пенсие кайиччен кĕçĕн класс ачисене вĕрентрĕ. Пĕр ăру ỹссе вĕренсе тухса кайсан, кĕçĕннисен тĕллевĕпе пурăннă, каллех вĕсемпе пĕрле малалла утнă, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларса тата тепĕр кĕçĕн ăру патне таврăннă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те канăва ĕçпе çыхăнтарнă. Колхоз ани çинче пайтах вăй хунă. Анне вара каллех ачасемпе _ ачасен производство бригадине ертсе пынă, вĕсемпе пĕрле ĕçленĕ. Атте те пĕрре те ахаль ларман. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çурт купаламан-ши, мĕнле кăна сĕтел-пукан ăсталаман-ши, миçе мăшăр кăçатă йăваламан-ши? Хăш вăхăтра тăрса, хăш вăхăтра выртнине те асăрхаман. Çĕрĕпе тетрадьсем тĕрĕсленĕ, уроксене хатĕрленнĕ. Шăпчăк ыйхи евĕр кăна тĕлĕрсе илнĕ ĕнтĕ. Аттепе аннен иккĕшĕн те пĕр шухăш тĕллев _ халăх картине мĕнле те пулин кĕресси, ачасене тĕрĕс воспитани парса тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе çитĕнтересси пулнă. Халь мĕн ĕмĕтленнĕ пек мĕн кирли пурте пур. Çемьере икĕ хĕр те тăватă ывăл çитĕнтĕмĕр эпир. Атте-анне ĕмĕчĕсене тỹрре кĕртме тăрăшрăмăр. Аннен ыркăмăллăхне, аттен çирĕплĕхне туйса ỹсрĕмĕр. Вĕсен ырă енĕсене тĕслĕх вырăнне хурса вĕсем пек пулма тăрăшрăмăр. Хĕрачасем кил-çуртри ĕçсене тума, кил ăшшине тытса пыма, сисĕмлĕ те туйăмлă пулма аннерен, арçын ачасем хуçалăхри йывăр лава туртса пыма, çемье чысне çỹлте тытма аттерен вĕреннĕ. Пире вĕрентсе çын тăвас тесе вĕсем мĕн чухлĕ терт-асап курман пулĕ? Çапах аллисене усман. Пире ура çине тăратма та, çурт-йĕр çавăрма та вăй çитернĕ. Ас тăватăп-ха, пурте умлăн-хыçлăн харăс кỹршĕ ялти шкула тухса утаттăмăр. Каç ĕнтрĕкĕ çапсан тин таврăнаттăмăр. Ывăнса килнине пăхмасăрах тỹрех килти ĕçсене тума пикеннĕ. Выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усранă, пахча çимĕçне те акса-туса илнĕ. Мĕнле пулсан та пире аттепе анне вĕрентме, пурне те аслă пĕлỹ пама тăрăшнă, ĕмĕтне туллин пурнăçланă. Çавăнпа та хăйсене телейлĕ тесе шутлаççĕ. Эпĕ, чи асли, вĕсен çулнех суйласа илтĕм, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп, хамăн çемьепе тăван ялта пурăнатăп. Манăн йĕкĕреш хăраххи, Станислав, вăрман техникумĕ пĕтерчĕ, лесник пулса ĕçлет, хăйĕн çемйипе тăван килтен аякра Ульяновск тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Рина йăмăкăм ял хуçалăх академийĕнче бухгалтер-экономиста вĕренчĕ, халĕ налук инспекцийĕнче вăй хурать, çемьеллĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнаççĕ. Андрей шăллăм та ял хуçалăх академийĕнчен агроном пулса тухрĕ. Володя пединститутран вĕренсе тухнă хыççăн тепĕр професси те илме ĕлкĕрчĕ, юрист та, педагог та халь вăл. Шупашкарта вăй хурать, çемьеллĕ. Кĕçĕн шăллăм Миша тин çеç вĕренсе пĕтерчĕ, çамрăк юрист. Çемьене тăххăрмĕш дипломпа таврăнчĕ. Пурте хăйсен профессийĕсемпе кăмăллă, юратса тулли кăмăлпа ĕçлеççĕ. Пĕтĕм пурнăçне, ĕмĕт-тĕллевне ачасемпе çыхăнтарнăскерсем, паянхи кун та авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ çитсен шкула чупса килессĕн туйăнать. _ Ачасене, шкула куç умне кăлармассерен чĕре хăвăрт-хăвăрт тапма тытăнать, чунра ăшă-ăшă пулса каять. Чĕрене çупăрланă ырă туйăма сиссе те юлаймастăн, тунсăх çавăрса илет, _ пĕлтерет хăйĕн шухăшĕсене Лидия Михайловна. _ Учителĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пĕлĕвĕ, ăсталăхĕ йăлтах хăй вĕрентекен ачасен ăс-тăнĕнче палăрать, калăпланать, вĕсене пурнăç çулĕ çине илсе тухма пулăшать _ тăсать малалла шухăша ĕç ветеранĕ Пантелеймон Андреевич. _ Эпир вĕрентсе кăларнă ачасем Раççейĕпех саланса пĕтрĕç, чылайăшĕ паллă çынсем пулса тăчĕç. Вĕренекенĕсем хăйсен юратнă учителĕсене манмаççĕ, уяв ячĕпе салам сăмахĕсем ярсах тăраççĕ. _ Шанăçа тỹрре кăларакан, палăртнă ĕçе малалла тăсакан пур чухне чун хĕпĕртет, ĕмĕр ахаль иртмерĕ тесе шутлатпăр, _ кăмăллăн пĕлтереççĕ вĕсем тав çырăвĕсене вуланă май. Ан манăр, эсир пĕлỹ панă кашни ача асра тытать сире. Çакăнтан хисеплĕреххи пур-ши тата? Паян Пĕлỹ кунĕ. Пирĕн çемьешĕн, Шихрановсемшĕн, икĕ хут уяв. Аннемĕр, Лидия Михайловна, 60 çул тултарать. Савăнăçлă туйăмсемпе пĕтĕм тăван пуçтарăнать кĕреке хушшине. Юлашкинчен пĕтĕмлетсе, юбиляра саламласа çапла калас килет. Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Юратнă учительсен, аттепе аннен пысăк ĕçне пирĕн малалла тăсасчĕ. Вĕсем пекех ял-йыша, тăван-пĕтене юратасчĕ, хамăр вĕрентекен ачасене тĕрĕс çул çине тăма пулăшасчĕ, вĕрентỹ ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пырасчĕ. Сире, хаклă Лидия Михайловна, сумлă юбилейпа, сире Пантелеймон Андреевич Пĕлỹ кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Ачăрсен, вĕренекенĕрсен ăшши яланах хавхалантарса тăтăр. Пин-пин çăлтăрлă тỹпере сирĕн телей çăлтăрĕ нихăçан та ан сỹнтĕр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 сентября 2007
00:00
Поделиться