Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлĕ шав çĕрлеччен шăпланмасть

 

Çĕнĕ Ахпỹртре те çаплах. "Родина" ял хуçалăх предприятийĕнче те уй-хир комбайн-тракторсен сассипе тулнă. Кĕрхисен лаптăкĕсем пушаннă ĕнтĕ, тухăçĕ те аван. Çурхисем пирки аплах калаймăн. Кăçал вĕсем пит савăнтарсах каймаççĕ. "Родина" хуçалăхра вырма ĕçĕсене 3 комбайн: СК-5 "Нива", "Енисей-1200" , "КЗС-3" пурнăçлать. Вĕсене тата ытти техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, талон-допуск панă.Ĕççипе хуçалăх ертỹçи Владимир Федорович Синеев паллаштарчĕ. _ Уй-хирти тыр-пул пỹлмене вăхăтра кĕресси çут çанталăк пулăмĕсенчен çеç мар, ĕç-хĕле пĕлсе йĕркеленинчен те, кашни специалист, ĕç çынни яваплăха туйнинчен те килет. Харпăр хăй вырăнĕнче тỹрĕ кăмăлпа вăй хуни ỹсĕм кỹрет. Акса хăварнине тирпейлĕ пухса кĕртсен çеç кун пирки калаçма пулать, _ тет Владимир Федорович. Хуçалăхăн кăçал тыр-пула 425 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Вырма ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Кĕрхисем пỹлмене кĕнĕ ĕнтĕ. Халĕ сĕлĕ, çурхи тулă, урпа çапаççĕ. Ун хыççăн вăрлăхлăх викăпа нумай çул ỹсекен курăк çине куçаççĕ. И.Иракин, Н.Мыльников, П.Трифонов комбайнерсем хăйсен пулăшаканĕсемпе ĕçлеççĕ кунта. Пĕринчен тепри маттур, ăмăртмалла вăй хураççĕ. В.Кудановпа И.Плешков водительсем комбайн патĕнчен йĕтем çине тырă турттараççĕ. Йĕтем çинче тырă нумай выртса тăмасть. Н.Фоминпа А.Мыльников машинистсем сортировкăсене кал-кал ĕçлеттереççĕ. Л.Мылова, Г.Цыганова, И.Мартышкина, О.Петухов, В.Капустин тырра тасатаççĕ, сортлаççĕ те кĕлете ăсатаççĕ. Мĕн пур ĕçе В.Фомина бригадир йĕркелесе пырать. Кăçалхи тырă тухăçĕ 1 гектар пуçне 24-25 центнерпа танлашать, клейковина 28 процент. Кĕрхи культурăсене, тухăçĕ пысăкрах пулнине кура, "Родинăра" тулăпа ырашăн лаптăкне самаях пысăклатасшăн, 150 гектара çитересшĕн. П.Трифонов механизатор кĕрхи тулăпа ыраш акма çĕр хатĕрлет. Улăма çийĕнчех пуçтарассине йĕркеленĕ. Ю.Кузнецовпа Н.Степанов волокушкăпа сĕтĕрттерсе стогометпа ура тусах пыраççĕ. Ĕçре техника енĕпе йывăрлăх сиксе тухсан Е.Мартышкинпа С.Михайлов фермерсем пулăшаççĕ. Вырмана хутшăнакансене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Вĕсем Д.Мягкина повар ĕçĕпе кăмăллă. Тырă сутасси те аван пырать. Апат-çимĕç фондне 800 центнер тырă ăсатнă. Ку ĕç малалла пырать. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 сентября 2007
00:00
Поделиться