Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕренÿ çулĕ йĕркеллĕ ирттĕр

Чрезвычайлă лару-тăрупа пушар хăрушлăхне асăрхаттарас, хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен правительство комиссийĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса, район пуçлăхĕ Н.Глухов вĕрентÿ учрежденийĕсене 2007-2008 вĕренÿ çулне хатĕрлесси мĕнле пынине пĕтĕмлетнĕ май хушу кăларнă.
Район пуçлăхĕ вĕрентÿ пайне пушара хирĕç кĕрешекен пайпа, потребнадзорпа пĕрле вĕрентÿ учреждени-йĕсене пушара, терроризма, санитарипе эпидемиологи инкекĕсене хирĕç кĕрешмелли требованисемпе килĕшÿллĕн хатĕрлеме хушма мерăсем йышăнма сĕннĕ.
Кашни вĕрентÿ учрежденийĕнчех çÿлерех асăннă ыйтусене çутатмалли стенд йĕркелемелле. Халăха эвакуацилемелли хăнăхусене çирĕплетме вăхăтран вăхăта вĕренÿ ирттермелле. 2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пушар тухнине пĕлтерекен системăсене вырнаçтарассине вĕçлемелле.
Шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле терроризма хирĕçле мероприятисем йĕркелемелле. Ку енĕпе вĕрентесси те тĕп вырăнта пулмалла.
Вĕрентÿ учрежденийĕсенче пропуск режимне пурнăçа кĕртмелле.


"Авангард" (газета Батыревского района)
29 августа 2007
00:00
Поделиться