Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни ыйтупах – çивĕч калаçу

Район администрацийĕн структура подразделени-йĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пурнăçĕпе, аталанăвĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатнă. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă.
Чăн малтан район центрĕнче пыракан пысăк строительство объекчĕсенчи ĕçсем пирки чарăнса тăнă. Ку тĕлĕшпе тĕп больницăн хушма комплексĕнче те, çак районтах тума пуçăннă пурăнмалли çурт-йĕр строительствинче те, физкультурăпа спорт комплексĕнче те хальхи вăхăтра ĕçсем начар мар пыраççĕ.
Республика Президенчĕн программине пурнăçласа çул-йĕр тăвас, ăна юсас тĕлĕшпе те районта ĕçсем кал-кал пынине пĕлтернĕ район пуçлăхĕ. Ку тĕлĕшпе ДРСУ начар мар ĕçлет. Хĕллехи тапхăра хатĕрленсе вĕсем çул çине сапма паянхи куна тăвара кирлĕ чухлех, 100 проценчĕпех, илсе килсе хунă.
Коммуналлă хуçалăхшăн та хĕрÿ тапхăр пырать. Вĕсем котельнăйсене тирпейлесе йĕркене кĕртеççĕ, пăрăхсене тĕрĕслеççĕ, çак кунсенчех Гагарин урамĕнчи ăшă пыракан çула юсама пуçлаççĕ тата ытти те.
Çавăн пекех планеркăра вырмапа, выльăхсене хĕл каçарассипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене те хускатнă, çивĕчлетнĕ.


"Авангард" (газета Батыревского района)
29 августа 2007
00:00
Поделиться