Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чун турттăр культура çуртне

 

 

 

Кашни юнкун пуçтарăнаççĕ ачасем Кĕçĕн Патăрьелĕнчи культура çуртне. Малтанах тĕрлĕ конкурс ирттереççĕ. Унтан юрлаççĕ, ташлаççĕ. Нумай кирлĕ-им “шĕ-вĕрккесене” илĕртме. Каникулта вуланă пĕр-пĕр юмаха е ушкăнпа курнă кинона сÿтсе яваççĕ. Унти геройсен пурнăçне паянхи саманапа çыхăнтараççĕ. Тавлашура чăнлăх çуралать. Юлашкинчен пĕр шухăш патне çитеççĕ вара.
Хула ачисемпе ялтисен хушшинче ирттернĕ конкурс та нумайлăха асра юлĕ. Малтан хăнасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Унтан сценăна ял ачисем йышăнчĕç. Юрă-ташă, шÿтпе сăвă кашнийĕнех ăнăçлă тухрĕ. Хавхалантарăвĕ те пур. Активлăраххисене, хастаррисене, пултаруллисене, тавçăруллисене приз кĕтет. Вĕсене вара Культура çурчĕн ертÿçи А.Думилина пухăннă укçа-тенкĕрен, спонсор пулăшăвĕнчен туянать. Вĕсемпех кану çуртне тирпей-илем тăвассине, юсав ĕçĕсене пурнăçлассине йĕркелет. Культура çурчĕ газпа хутăнать. Вутă-шанкă ха-тĕрлесси, çĕр кăмрăкĕ турттарасси çук. Çак нушасенчен хăтăлнăран музыка аппаратурисене çĕнетсе пыма май пур. Ку енĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕ те айккине юлмасть. Предпринимательсене явăçтарса кăçал тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизорлă пуласшăн Антонина Васильевна.
Канăва культурăллă йĕркелес тесен сахал мар ĕçлемелле. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем Культура çуртĕнче ĕçлекенсем çăра уçса хупнипех çырлахманнине палăртрĕç. Пĕр-пĕрне пÿлсех Чемене фольклор ушкăнĕпе уява кайнине пĕлтерчĕç. Первомайски ял тăрăхĕнче ирттернĕ спартакиадăпа та кăмăллă вĕсем. Унта культура ĕçченĕсем те явăçнă.
Çуллахи вăхăтра меро-прияти темле йышлах иртмест ĕнтĕ кану çуртĕнче. Кĕркуннехи, хĕллехи, çуркуннехи тапхăрта вара паллă кунсене уявламасăр хăвармаççĕ. Ватăсене, инвалидсене çавра сĕтел хушшине чĕнме манмаççĕ. Николай атте калаçу ирттерни те вырăнлă. Çар ретне тăракансене чысласа ăсатаççĕ. Юлашкинчен А.Тихоновпа С.Смирнов тивĕç пулнăччĕ çакна.
Ял уявне ирттерме те культура ĕçченĕсемех явăçаççĕ. Çак кунсенче тыр-пул çитĕнтерсе пухса кĕртекенсем патне кон-цертпа тухасшăн.
Малашлăхра ирттерме палăртнă мероприятисем те пур-ха культура çуртĕнче ĕçлекенсен. Кинсемпе килĕштерсе пурăнакан хунямасене халăх умне кăларасшăн вĕсем. Е.Рубцовах виçĕ ывăлĕн мăшăрĕпе пĕр сăмахра. Екатерина, Светлана, Альбина хунямăшне хăйсене хĕрĕ вырăнне хурса йышăннăшăн хисеплеççĕ.
Ĕçлес тесен тата çанă тавăрса ĕçлемелĕх те пур кану çуртĕнче. Çамрăксене явăçтаракан мероприятисем ытларах ирттермелле. Ĕçлемесĕр пурăнса эрех-сăра енне туртăнакансем пурах-çке. Савăнăçпа е хуйхăпа алла черкке тытакансем тупăнаççех çулланнисем хушшинче те. Ÿссе çитĕнекен ăрушăн наркомани ют пултăр тесе тăрăшмалла. Пирус тĕтĕмне ачаран тутанса пăхас текенсем те тĕл пулма пултараççĕ. Çак ĕçе вĕсем ашшĕ-амăшĕ умĕнче тумаççĕ. Меллĕ вырăн вара культура çурчĕ пулма пултарать.
 


"Авангард" (газета Батыревского района)
29 августа 2007
00:00
Поделиться