Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район уй-хирĕнче

Районта вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Августăн 23-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 13378 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене вырнă, 13201 гектар пуçтарса çапнă, 298124 центнер тĕшĕленĕ. Хальлĕхе вăтам тухăç кашни гектар пуçне 22,6 центнерпа танлашать. Ку кăтарту Ленин ячĕллĕ, "Батыревский", "Югель", "Малалла", "Красное знамя", "Исток", "Звезда" хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче тата пысăкрах, 34,2-25,5 центнер.

Пур хуçалăхра та тенĕ пекех улăма пуçтарса пыраççĕ, урана хываççĕ, пресласа складсене кĕртеççĕ, халăха валеçсе параççĕ. Комбайнсем хыççăнах хир пушанса пырать.

"Сидели" хуçалăхра 170 гектар, "Малаллара" _ 50, "Первомайскра"_ 63, "Жизнь" хуçалăхра 20 гектар кĕрхи культурăсем акнă.

Кĕр тыррисем акма районĕпе 5583 гектар çĕр хатĕрленĕ, вăрлăх çителĕклĕ, ăна имçамлама пикеннĕ. 1537 гектар кĕрхи çĕртме тунă.

"Чăваштырăпродуктне" тырă леçме пикеннĕ. 1400 тонна ăсатнă.

Хуçалăхсенче çитес çул акма вăрлăх çителĕклĕ. Ăна 4100 тонна хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те чарăнса ларман. 5385 тонна утă, 16384 тонна сенаж, 4000 тонна ытла силос хатĕрленĕ. Пĕр çул ỹсекен курăка çулса пĕтернĕ, нумай çул ỹсекеннине иккĕмĕш хут çулаççĕ. Ку ĕç кĕçех вĕçленет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 августа 2007
00:00
Поделиться