Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Педагогсен тĕп тĕллевĕ – вĕренме вĕрентесси

Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономикине 2020 çулччен аталантармалли Стратегире хальхи экономика пĕлÿ экономики, пĕлÿллĕ общество, шухăшлавăн çĕнĕ çул-йĕрĕ пулнине питĕ уçăмлăн палăртнă. Пурнăç пахалăхĕ лайăхланасси халăхăн пĕлÿ шайĕ ÿснипе тачă çыхăннă. Ырă улшăнусем тăвас ĕçре шкул пысăк вырăн йышăнать. Ача ăс-хакăллă, кăмăл-сипетлĕ, анлă тавра курăмлă аталантăр тесе районти шкулсенче мĕн тăваççĕ-ха; Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçрăмăр та районăн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕпе Н.Маллинăпа.

– Надежда Сергеевна, вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе “Çĕнĕ шкул” программа йышăннăччĕ. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Ырă улшăнусемпе, çитĕнÿсемпе паллаштарсамăр.

– Кăçалтан Чăваш Республики Вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплексла проекта хутшăнать. Раççейĕн çак конкурсĕнче 52 регионран 21-шĕ çĕнтернĕ, çав шутра пирĕн республика та. Проектра палăртнă тĕллевсен пысăк пайне 2001 çултанпах ăнăçлă ĕçе кĕртсе пыраççĕ. 2006 çулта вĕрентÿ бюджечĕ, 2001 çулхипе танлаштарсан 4, 4 хут ÿснĕ, вĕрентÿ содержанийĕ çĕнелнĕ, учительсен, ертÿçĕсен шухăшлавĕ, вĕрентĕве ертсе пырас схема улшăннă, экономика механизмĕ лайăхланнă. Кашни вĕрентекене шута илсе укçа-тенкĕ уйăрас механизма ĕçе кĕртме тата лайăхлатма нумай ĕç тунă. Шкулсен тытăмне улăштарса никĕс, ресурс центрĕсем йĕркеленин витĕмĕ те курăмлă. Пирĕн районта та ырă улшăнусем пур. Первомайски тата Туçа шкулĕсем вĕрентÿ центрĕ пулса тăчĕç. Иртнĕ çул Туçасем Раççей грантне çĕнсе илчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕ-мĕш, Аслă Чемен, Ыхра Çырми вăтам шкулĕсенчи, Туçари вĕрентÿ центрĕнчи вĕренекенсем, педагогсем тĕрлĕ конкурс, олимпиада призерĕсем. Чи пултаруллисене ятранах асăнас килет. З.Шакурова (Шăнкăртам), Е.Фомина (Ыхра Çырми), Р.Абдулвалеева (Сăкăт), А.Кадушкин (Аслă Чемен) вĕренекенсем мухтава тивĕç. Ачасене олимпиадăсене хатĕрлес тĕлĕшпе С.Кулакова (Ыхра Çырми), В.Мурзакаев (Аслă Чемен), Ф.Ахмедеева (Сăкăт), Г.Абейдуллова (Шăнкăртам), Л.Романова (Первомайски), А.Софронов (Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул), П.Макаров (Аслă Чемен) педагогсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Инноваци енĕпе пуçарулăх кăтартакансенчен Л.Карягин, О.Табакова (Туçа), Г.Сабитова (Тутар Сăкăт), Л.Салимзянова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул) учительсене палăртас килет. Вĕсем хăйсен проекчĕсене ăнăçлă хÿтĕлесе чыса тивĕç пулчĕç.

– Шкулсене реструктуризацилесси мĕнле пырать;

– Ку таранччен пуçламăш шкулпа шкул-сад саккăрччĕ. Кăçал вĕсен çумне Красномайск, Еншик, Именкасси шкулĕсем хутшăнаççĕ. Пĕр шкула та хупман.

– Шкулсен пурлăхпа техника никĕсĕ çулсерен лайăхланать. Кăçал ун валли Раççей бюджетĕнчен мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă;

– Кăçалхи пĕрремĕш классем валли 37 çĕнĕ класс-комплект пулмалла. 200 ачаран иртекен 12 шкулăн столовăйĕ кухня оборудованийĕпе пуянланĕ. Ун валли Раççей бюджетĕнчен 1, 4 миллион, сĕтел-пукан валли – 1, 1, автобус валли – 2, 7, учебниксемпе художество литератури валли 1, 3, шкулсене юсама 3, 8 миллион тенкĕ уйăрнă. Ăна Туçари, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕсене, Турхан, Шăнкăртам, Нăрваш Шăхаль, Пăлапуç Пашьел шкулĕсене 500-шер пин тенкĕ панă.

Хирти Пикшик, Алманчă, Нăрваш Шăхаль шкулĕсем автобуслă пулнă. Кĕçех Турхан, Ишлĕ, Аслă Чемен шкулĕсене килмелле.

Унсăр пуçне шкулсем валли сĕтел-пукан, оборудовани туянма район бюджетĕнчен 2, 2 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. 4 миллионĕпе 300 парта, 600 тенкел тата ытти оборудовани туяннă. Юлашки укçине тăваттăмĕш кварталта расхутлама палăртнă.

Вĕрентÿпе воспитани процесне лайăхлатас тĕллевпе 78, 6 пин тенкĕлĕх музыка инструменчĕ, 60 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ туяннă.

Пур шкулсенче те юсав ĕçĕсем тунă, çиччĕшне тĕпрен юсанă. Анат Тăрмăш, Шăхач шкулĕсенче газ кĕртнĕ. Шкул автобусĕсен водителĕсем, газ операторĕсем, ĕç сыхлавĕшĕн яваплисем валли ятарлă вĕрентÿ йĕркеленĕ.

Шкулсене, ача сачĕсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, сигнализаци вырнаçтарас тĕллевпе 3, 9 миллион тенкĕ расхутланă. 31 шкула сивĕ шыв, 22-шне вĕри шывпа тивĕçтернĕ, 27-че канализаци тунă.

– Шкулсенче учительсене ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли пулăм çине куçаççĕ-ха ĕнтĕ.

– Çапла. Çак йĕрке тăрăх учителĕн професси ĕç-хĕлĕн кăтартăвне хакласси икĕ пайран тăрать: никĕс пайĕ тата хавхалантару пайĕ. Йăлана кĕнĕ сехетшĕн тÿленинчен вăл учитель ĕçне нормăлас çĕнĕ механизмпа, унта уроксемшĕн кăна мар, унăн ĕç-хĕлĕн пĕтĕм енĕшĕн – кăтартăвĕсемпе витĕмлĕхне кура – тÿленипе уйрăлса тăрать.

Çĕнĕ тытăм тапхăрăн-тапхăрăн ĕçе кĕмелле. Ку вĕренÿ çулĕнче мĕн пур шкулта ĕçри уйрăм çитĕнÿсемшĕн тÿлеме ĕç укçин 10 процентне уйăраççĕ. Раççей тата Чăваш Ен Президенчĕсен гранчĕсен конкурсĕнче малта пыракан 30 шкула çак тĕллевпе ĕç укçи фончĕн 30 процентне усă курма ирĕк панă. Çак шута пирĕн районти Туçари вĕрентÿ центрĕ те кĕрет. 2009 çулта пĕтĕм шкул çак йĕрке çине куçать.

– Вĕрентÿ пахалăхĕ пирки калаçнă май пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ, профиллĕ вĕрентÿ пирки те аса илер-ха.

– Пĕтĕмĕшле илсен математикăпа пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн итогĕсем пĕлтĕрхинчен аванрах. Вырăс чĕлхипе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Çĕньял, Турхан шкулĕсене, математикăпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Сăкăт шкулĕсене, Туçари вĕрентÿ центрне лайăх енĕпе палăртмалла. Çав вăхăтрах Хирти Пикшик, Шăнкăртам, Тутар Сăкăт шкулĕсенче вырăс чĕлхипе экзамена питĕ начар тытнă.

Медалистсен йышĕ ÿсни савăнтарать: 17 ылтăн, 24 кĕмĕл.

Кăçал профиллĕ вĕрен-тÿ çине уйрăмах тимлĕх уйăрма палăртнă. Уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентни ачасене пулас профессие хатĕрлеме пулăшĕ.

– Сывлăхлă ăру çитĕнтерес ĕçре физкультурăпа спорт пысăк вырăн йышăнаççĕ.

– Çакăн çине Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнче, Нăрваш Шăхалĕнчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсенче, спорт шкулĕнче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 100 ытла ача спортăн тĕрлĕ енĕсемпе палăрнă. 4-шĕ Раççей кубокĕсен этапĕсен призерĕ. Нăрваш Шăхалĕнче велоспортпа Раççей чемпионачĕ ирттерни те пирĕншĕн пысăк чыс.

– Кĕçех педагогсен августри канашлăвĕ. Ăна мĕнлерех формăпа ирттерме планлатăр;

– Кăçал йăлана кĕнинчен урăхларах ирттересшĕн. Августăн 27-мĕшĕнче семинар занятийĕсем пулĕç. Августăн 28-мĕшĕнче Первомай-скинчи вĕрентÿ центрĕнче, Шăнкăртам вăтам шкулĕнче, августăн 29-мĕшĕнче Туçари вĕрентÿ центрĕнче, Патăрьелĕнчи пĕр-ремĕш вăтам шкулта наукăпа практика конференцийĕсем иртĕç. Темисене, ăçта кам хутшăнмаллине палăртнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 августа 2007
00:00
Поделиться