Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канчĕç, савăнчĕç, вăй пухрĕç

– Халиччен çакнашкал обществăлла ĕç пулман манăн. Депутат тивĕçне питĕ пысăк яваплăх вырăнне хурса йышăнтăм. Халăх шанăçне тÿрре кăларасчĕ ĕнтĕ, – калаçăва хутшăнчĕ Юрий Петрович хăйĕн пирки сăмах пуçарсан.

Тăрăнти электроподстанцинче водительте ĕçлет вăл. Ытларах çул çинче пулма тивет унăн. Çапах та ĕçрен пушаннă вăхăтра депутат суйлав-çăсем хушшинче пулма тăрăшать. Нумай пулмасть çеç акă вĕсем хăйсем укçа-тенкĕ пуçтарса çырма урлă каçма кĕпер туса хунă. Ĕçлекенсене те айккинче шыраман, хăйсен вăйĕпех ăсталанă. Паян вара депутат суйлавçăсен тепĕр ыйтăвĕпе ĕçлет. Ку ыйтăва вара вырăнти администраци те явăçнă.

Ялта чи ăнăçлă та шыв тапса тăракан вырăнти обществăлла пусса çĕнетсе бетонлă пысăк çавракасем ярасшăн, çак тавралăха тирпей-илем кĕртсе хитрелетесшĕн. Вырăнти администраци пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевпе бюджетран та укçа-тенкĕ уйăрма пăхнă. Çывăх вăхăтрах суйлавçăсемпе кар тăрса ĕçлемелли çеç юлать.

Кашни ялтах депутатсен кашни участокĕнчех пĕччен пурăнакан ватăсем те, йывăр шăпаллă çемьесем те, çул çитмен çамрăксем тата ытти ушкăнри çынсем те пур. “Халăх тарçисем” вĕсене кашнинех уйрăммăн шута илеççĕ, май пур таран ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшаççĕ, кун пирки депутатсен пухăвĕн ларăвĕсенче отчетсем итлеççĕ.

Обществăлла ĕçе кăмăлтан пурнăçлама чăн малтан çемьери ăнлану пысăк пулни кирлĕ. Ку енĕпе Красновсен мăшăрĕпе, Светăпа, шухăшĕсем йÿпленмеççĕ. Çакă та депутат ĕçĕнчи ăнăçулăх сăлтавĕсенчен пĕри.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 августа 2007
00:00
Поделиться