Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Гражданла хỹтлĕх уйăхлăхĕ

 Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе, Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе, ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе никĕсленсе, район пуçлăхĕ Н.Глухов гражданла хỹтлĕх уйăхлăхĕ ирттересси çинчен хушу кăларнă. Уйăхлăх сентябрĕн 4-мĕшĕнче пуçланса октябрĕн 4-мĕшĕнче вĕçленет. Унăн тĕллевĕ _ халăха уйрăм çыннăн тата обществăн хăрушсăрлăхĕшĕн яваплăха ỹстерме воспитани парасси, çитĕнекен ăрура чрезвычайлă лару-тăру чухне пĕр-пĕрне, харпăр-хăйне пулăшас туйăма аталантарасси.

Хушупа уйăхлăх вăхăтĕнче ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетнĕ.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене гражданла хỹтлĕх уйăхлăхне çỹллĕ шайра ирттермелли план хатĕрлеме тата ăна çирĕп пурнăçлама сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 августа 2007
00:00
Поделиться