Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

БЛАГОУСТРОЙСТВО

Районти кашни ялтах урамсенче обществăлла пусăсем пур. Вĕсемпе тепĕр чухне 7-8 çемье те усă курать. Аслă Чементе те пур вĕсем. Пĕрисем çулĕпе ватă, авалхи пусă шутланаççĕ, теприсем нумай пулмасть çеç шыв çулне тупса чавтарнăскерсем. Пусăсем илемĕпе, илĕртỹлĕхĕпе те тĕрлĕрен.

Унталла та кунталла чалăшнă, çивиттийĕ те çук пусăсене курсан хуçасăрлăх чуна ыраттарать. Çак ялти А.Семеновсен çурчĕ умĕнче шыв ăсмалли вырăна ỹкерчĕк çинчи пек ăсталанине курсан вара ирĕксĕрех "Пусă шывĕ куç пек тăрă, витре тĕпĕ курăнать..." текен ĕлĕкхи юрă аса килет. Чăн-чăн ылтăн алăллă тейĕн кил хуçине. Аякран вăл юмахри эрешлĕ пĕчĕк пỹрт пекех курăнса ларать. Ку пусăран ваттисем те, çамрăксем те çăмăллăнах тулли витреллĕ шыва кăларма пултараççĕ. Ункăна вăй памасăрах çавăрма пулать. Питĕ меллĕ.

2006 çул итогĕпе А.Семеновсен умĕнчи пусса "Чи лайăх обществăлла пусă" ят панă, вырăнти администраци енчен конкурс çĕнтерỹçисене пин тенкĕ укçа парса хавхалантарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 августа 2007
00:00
Поделиться