Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Витĕмлĕх кирлĕ

 Çурла уйăхĕ ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те, строительсемшĕн те питĕ хĕрỹ те яваплă тапхăр. Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов малтанах уй-хир ĕçĕ-хĕлĕ районта мĕнле иртсе пыни пирки, ăна хăвăртлатмалли тĕллевсем çинчен сăмах пуçарнă. Вырмана хăвăрт тата тăкаксăр вĕçлес тесе тивĕçлĕ службăсене тимлĕрех ĕçлеме хушнă.

Иртнĕ эрнере ятарлă комисси ача-пăча учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ, кашни коллективах çитменлĕхĕсене асăрхаттарса хăварнă. Халĕ вĕрентекенсем пысăк мероприятине _ августри конференцине хатĕрленеççĕ.

Çанталăкăн ăшă кунĕсемпе усă курса районта çул-йĕр тăвас, юсас ĕç малалла пырать. Пысăк строительство объекчĕсенче те ĕç чарăнмасть.

Район пуçлăхĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçлама витĕмлĕрех ĕçлемелли пирки аса илтернĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 августа 2007
00:00
Поделиться