Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсене кашни килте кĕтеççĕ

 

Халăха информаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерес ĕçре паян хаçат-журнал пысăк вырăн йышăнать. Малашне те тĕп çăл куç пулса тăрĕ. Акă, Хирти Пикшикри почта çыхăну уйрăмне 700 ытла экземпляр хаçат-журнал килсе тăрать. Çынсем уйрăмах районти "Авангард", республикăра тухса тăракан "Хыпар", "Советская Чувашия", Тутарстанри "Юлташ", "Атна" хаçатсене ытларах çырăнаççĕ. Коллектив çырăнтару планне çулсерен тултарса пырать. Почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Алсу Чебенова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе хаваспах паллаштарчĕ. Çыхăну уйрăмĕ 5 яла хаçат-журналпа, пенси-пособипе тивĕçтерсе тăрать. Ку тăрăхра пурăнакансем район хаçачĕпе уйрăмах туслă. 300 ытла экземпляр саланать вăл ялсене. Тутарсем те, чăвашсем те "Авангарда" юратса вулаççĕ, хаваспах çырăнаççĕ. Çавна май кашни çырăнтару тапхăрĕ ăнăçлă иртет. Кунта, паллах, Надежда Сурнаева, Алсу Каштанова, Раиса Иванова, Мыксинэ Сафина, Антонина Краснова почтальонкăсен тỹпи те пысăк. Вĕсем Еншик, Хирти Пикшик, Именкасси, Кĕçĕн Арапуç ялĕсенче пурăнакансен чи кĕтнĕ хăнисем. Кашни çемьене çитеççĕ, халăха хаçат-журналпа, çыру-телеграммăпа, пенси-пособи укçипе, куллен кирлĕ таварсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне ял-йыша усăллă канашсемпе, сĕнỹсемпе те пулăшса пыраççĕ. Çак ĕçре чылай çул тăрăшаççĕ. Антонина Красновăн ĕç стажĕ 15 çултан та иртет. Почтальонкăсем ватăсемпе ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла калаçма, пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ.

Çавăнпах ĕнтĕ ялсенче 4-5 экземпляр хаçат-журнал çырăнса тăракансем те йышлă.

_ Пирĕн ялти И.Махмутов, Р.Сармаев, Х.Латыпов, Д.Калмыкова, Ф.Валитов, Р.Аликберов, Э.Каштанов çулленех чылай хаçат çырăнаççĕ, нихçан та "Авангардсăр" юлмаççĕ. Хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, _ пĕлтерчĕç Хирти Пикшикĕн А.Каштановăпа М.Сафина почтальонкисем.

_ Куçĕ витĕрех курман ватăсем те тăван хаçатсăр юласшăн мар. Район хыпарĕсĕр пурăнма кичем теççĕ, _ калаçăва хутшăнчĕ Еншик почтальонки Н.Сурнаева.

_ "Авангард" хаçата çырăнас текенсем сахал мар. Çырăнтарăва пĕр-ремĕш çур çулхи шая çитеретпĕрех, _ кăмăллăн пĕлтерчĕ çыхăну уйрăмĕн ертỹçи А.Чебенова.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 августа 2007
00:00
Поделиться