Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ТАСА ТУЙĂМСЕН ХАКĕ

 

 _ Аннем, мĕншĕн вăхăт çав тери васкать? Эпĕ вун çичĕ çула çитсе те каччăсемпе калаçса курман-çке? Ĕмĕре санпа пурăнсах ирттеретĕп пулĕ? _ терĕ Лена хурланса.

 _ Ан пăшăрхан, хĕрĕм. Эсĕ маттур, ĕçчен, илемлĕ хĕрача. Пурин те хăйĕн вăхăчĕ пур. Каччă çуккишĕн кулянма кирлĕ мар.

Пĕр уйăх сисĕнмесĕрех иртрĕ. Умра _ Çĕнĕ çул уявĕ. Лена шкула васкарĕ. Хаваслă каçа чылай ача пухăннă. Хĕр сасартăк кỹршĕ ял каччине асăрхарĕ, вăтаннипе пан улми пекех хĕрелсе кайрĕ. Слава та сисрĕ çакна.

Çирĕмри каччă икĕ уйăх каялла çеç салтакран таврăннă. Пĕчĕкренех ашшĕсĕр ỹснĕ пулин те ĕçчен. Чирлĕ амăшне вăл питĕ шеллет, унăн сăмахне яланах итлет. Ырă ача ỹстерсе çитĕнтерни ăна вăй-хăват парать. Салтакран таврăнсанах: "Ывăлăм, эпĕ çĕре кĕриччен мăнуксене курса юласчĕ", _ теме пуçларĕ. Çак самантра Слава амăшĕн сăмахĕсене аса илчĕ. Лена çине тинкерчĕ: "Çак хĕр манăн телейĕм"" _ шутларĕ вăл. Тăхтаса тăмасăр ун патне талпăнчĕ.

_ Ташша чĕнме юрать-ши сире?

_ Каçарăр, эпĕ вальс çаврăнма пĕлместĕп, _ хуравларĕ Лена.

_ Эпĕ сире вĕрентĕп, вăтанма кирлĕ мар. Ленăпа Слава кĕвĕпе акăш евĕр ташларĕç. Вĕсем çине пурте пăхса савăнчĕç.

_ Эсир мĕн ятлă? Эпĕ _ Слава.

_ Мана Лена тесе чĕнеççĕ, _ шăппăн хуравларĕ хĕр.

_ Питĕ хавас, мĕн тери илемлĕ ят.

Пĕр-пĕрне ачаранах пĕлнĕн туйăнчĕ вĕсене. Çак каçа пĕрле ирттерчĕç çамрăксем. Слава ăна килне ăсатса ячĕ, пỹрт умне çитсессĕн "мана тивĕç хĕр-ши ку?" тесе чуп тума хăтланчĕ.

"Мана халиччен пĕр каччă та ăсатса курман. Эсĕ усал шухăшсемпе çỹретĕн пулсассăн усăсăр пулĕ", _ кỹреннине пытармарĕ пике. Слава Ленăна ыталаса çупăрларĕ:

_ Лена, эсĕ мана пĕрре курсах кăмăла кайрăн. Сана çăмăлттай хĕр пуль тенĕччĕ. Йăнăшнă иккен. Каçар, тархасшăн. Эпĕ сана куншăн хисеплетĕп. Çакăн хыççăн вĕсем пĕр-пĕрне ырă каç сунчĕç те сыв пуллашрĕç.

Тепĕр кунне Лена хăйĕн телейĕ çинчен чи çывăх юлташне, Ритăна каласа пачĕ. Анчах та лешĕ уншăн савăнмарĕ, куланçи çеç турĕ. Вăл яланах кĕвĕçнĕ. Халĕ вара, тантăшĕ вĕçсе кайма хатĕр иккенне курса, пушшех вĕчĕрхенчĕ. Каçхине клуба пĕчченех тухрĕ. Славăна шыраса тупрĕ, ăна хăй майлă çавăрма шутларĕ. Ун çине пăхрĕ те вăл унталла-кунталла сулланкаланине туйрĕ, ỹсĕррине ăнланчĕ. Рита çухалса каймарĕ:

_ Манăн пуç çаврăнать, уçăлса кĕрер-ха кăшт! _ терĕ çепĕççĕн...

Унтанпа тăватă уйăх иртрĕ. Ленăпа Слава кашни кунах пĕрле. Рита çеç салхуллă, чунне темскер канăç памасть тейĕн:

_ Лена, каçар мана тархасшăн, каçар, каçар...

_ Мĕнпе айăплă эсĕ ман умра? Мĕншĕн каçару ыйтатăн?

_ Лена, Лена... Ухмах эпĕ. Санăн юлташу пулма та тивĕç мар.

Хĕр нимĕн те ăнланаймасăр тантăшĕ çине пăхса илчĕ.

_ Пĕр каçхине эпĕ Славăпа çĕрĕпех çỹренĕччĕ.

Çак сăмахсене илтсен Ленăн куçĕ хуралса килчĕ, мĕн пулса иртнине ĕненме те пултараймарĕ... Больницăра кăна тăна кĕчĕ вăл. Ăна Слава чуп туни вăратрĕ:

_ Лена, чĕкеçĕм мĕн пулчĕ сана?

_ Эсĕ... эсĕ намăссăр! Манăн сана курассăм килмест! Мĕншĕн тĕл пулма тỹр килнĕ-ши пире? Мĕншĕн?

_ Мĕн пулнă, ăнлантар-ха?

_ Ритăна ас тăватăн-и? Е пĕлмĕше перетĕн?

_ Рита... Рита,.. _ шухăшларĕ Слава. Пĕтĕмпех аса килчĕ ăна. Çав каç мĕн пулни пурте куç умне тухса тăчĕ. "Нивушлĕ эпĕ çав тери ухмах?" _ терĕ ăшĕнче...

_ Рита, эсĕ хăвăн чысна çухатнă. Эпĕ çав каç ỹсĕр пулнине кура ман пата пытăн. Сана пула халĕ Лена асапланать. Ăна ĕмĕр кĕтме хатĕр. Сана вара шеллетĕп çеç, _ терĕ Слава Ритăна тĕл пулсан.

Кăвак пĕлĕтсем шурĕç, çулсем иртрĕç. Вăхăт хăйĕннех тăвать. Ленăпа Слава халĕ пĕрле. Çакă мар-и юрату? Паллах. Пĕр-пĕрне таса туйăмпа савсан кăна тĕнче илемлĕ. Апла пулсассăн, тусăмсем, юратăр пĕр-пĕрне, упрăр хăвăр туйăмăрсене.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 августа 2007
00:00
Поделиться