Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушартан сыхланма

Шăрăх çанталăк тăнине пула вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăк. Район пуçлăхĕ Н.Глухов халăх вăрмана çỹрессине, транспорт кĕрессине чакарас тĕлĕшпе хушу кăларнă. Çавна май, августăн 20-мĕшĕнчен, тытăнса уйрăм кăтарту пуличчен халăха вăрмана çỹреме, сунара кайма, транспорта кĕме вăхăтлăха чарнă. Енчен те вăрмана каймалла пулсан Патăрьел вăрман хуçалăхĕнчен пропуск илмелле.

Çак хушупах ял тăрăх пуçлăхĕсене вăрманта пушар тухасран сыхланмалли, вут-çулăмпа кĕрешмелли мерăсем йышăнма сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 августа 2007
00:00
Поделиться