Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар хăрушсăрлăхне _ тивĕçлĕ шая

 Ялсене пушартан хỹтĕлессине лайăхлатас, вут-кăварта çынсем ан вилччĕр тата ан сусăрланччăр тесе пушар хăрушсăрлăхĕн тивĕçлĕ йĕркисене туса хурас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов хушу кăларнă.

Унпа килĕшỹллĕн кашни ялтах пĕвесем, шыв илмелли ытти тĕрлĕ вырăн пулмалла. Шыв тăракан тĕлте автоцистернăсемпе пушар сỹнтерекен техника лартмалли лаптăк тумалла. Урамсене ирĕклĕ тытмалла, кашни 300 метртан пушар машини çаврăнмалла пултăр. Урамсенче, тăкăрлăксенче пушар хăрушлăхĕ çинчен пĕлтермелли хатĕрсем вырнаçтармалла. Каçхи кас, ял хуралĕсем йĕркелемелле. кашни çурт умне шыв пичĕки е шетникĕ лартмалла, пушар сỹнтермелли мĕнле хатĕр тытмаллине пĕлтерекен паллă çакмалла. Кил-çуртсем хушшинчи лаптăксене çунакан япаласемпе тултарма юрамасть.

Газпа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 августа 2007
00:00
Поделиться