Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕтем çинче

 "Труд" ял хуçалăх предприятийĕн пĕрремĕш бригадинче вырма ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Кунта кăçал 224 гектар кĕрхи тулă, ăна вырса çапса пĕтернĕ ĕнтĕ, 85 гектар çурхи тулă, 92 гектар урпа, 71 гектар сĕлĕ çитĕнтернĕ. Кĕрхи тулă гектар пуçне 29 центнер тухăç панă. Çак кунсенче йĕтем çине урпа, сĕлĕ кĕрет. Тырра çи-йĕнчех тасатса, сортласа пыма 18 çынран 3 звено йĕркеленĕ. 8 çынран тăракан звено тасатнă тырра кĕлете кĕртес, сутлăх тиесе ярас тĕлĕшпе вăй хурать. Пиллĕкĕшĕ _ пĕр тăван Олегпа Владислав Пятаковсем, Петр Хундров, Иван Степанов, Алексей Партасов ĕçлеме Упамсаранах килнĕ. Звенори Александр Айкин, Александр Пагунов, Сергей Кошкин та маттур. Куллен 100 тонна тырă кĕртеççĕ. Йĕтем çинчи тырра тасатса пыма уйăрнă сортировкăсем кивĕ пулнăран çĕмĕрĕлкелеççĕ. В.Кошкинпа В.Ягупов машинистсем вĕсене çийĕнчех юсаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 августа 2007
00:00
Поделиться