Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чĕмпĕрте "Эпĕ Туса пĕтереймен ĕçсене Эсир туса пĕтерĕр..."

 

И. И. Яковлев халалĕ

Шупашкар тата Чĕмпĕр (Ульяновск) хулисенчи аслă шкулсенче вĕренме тỹр килчĕ пулсан та Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче, шел пулин те, пулса курманччĕ. Телее, тинех эпĕ те Яковлев çỹренĕ çулпа утса тухрăм, вăл пурăннă тăрăхра çỹрерĕм.

Чи малтан Иван Яковлевичăн иртнĕ çулхи октябрьте (кĕркунне) уçăлнă палăкĕ умне пырса пуç тайрăм.Унтан "Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ И.Я.Яковлев хваттерĕ" музей комплексĕпе паллашрăм.

Акă Иван Яковлевичăн ĕç пỹлĕмĕ, сĕтел çинчи хур тĕкĕпе чернил савăчĕ... Урайĕ те, картлашкисем те хăмаран, утнă май чĕриклетеççĕ. Пире тем каласа парасшăн туйăнать. Тепĕр пỹлĕмре ĕлĕкхи (кивĕ) партăсем. И.Я.Яковлев музейĕнчен тухсан пĕр çурт еннелле çул тытрăм. Ун çине асăну хăми çакса хунă, вăл ХХ (20) ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш классикĕ К.В.Иванов кунта пурăннине çирĕплетет. Константин Васильевич вилĕмсĕр "Нарспи" поэмине çакăнта шăрçаланă.

Çурта хирĕç _ чиркỹ. Ăна XIX ĕмĕрте И.Я.Яковлев тăрăшнипе уçнă. Чиркỹре паянхи кун та кĕлĕсем чăвашла иртеççĕ. Чуна пуринчен ытла чиркỹ çине çырса хунă йĕрке пăлхантарчĕ: "Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр..." И.Яковлев халалĕ.

Чĕмпĕр шкулĕнче халĕ культура училищи вырнаçнă.

Шкулсенче вĕрентекенсене май пулсан Чĕмпĕрти музей комплексĕпе кайса паллашма сĕнесшĕн.

 Чăвашсенчен тухнă пĕрремĕш учитель Константин Адрианович Адрианов Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Мăрат вулăсне кĕрекен Шетмĕ ялĕнче 1843 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) çуралнă. Халĕ çак ял пирĕн района кĕрет. 1978 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче ăна юнашарти Ишлĕ ялĕпе пĕрлештернĕ.

Уес училищинчен вĕренсе тухсан (1863 çулхи çурлан 1-мĕшĕ) Константин Адриановича Туçари халăх училищине учитель пулса ĕçлеме янă. 1879 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Константин Адрианова халăха вĕрентес тĕлĕшпе тунă ĕç-семшĕн кăкăр çине хăюпа çакса çỹремелли "Тăрăшулăхшăн" кĕмĕл медальпе наградăланă.

Кунта çакна кăтартса хăварни вырăнлă: çав вăхăтра К.Адрианов кĕпĕрнери халăх училищинче ĕçлекен учительсенчен пуринчен те ытларах вĕрентекен тата ятарласа пĕлỹ илнĕ пĕртен пĕр чăваш учителĕ шутланнă. Çавăн пекех вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинче кĕмĕл медаль илнĕ пĕртен пĕр чăваш учителĕ пулнă. Кĕмĕл медаль илнĕ тепĕр учитель _ М.Львов _ вырăс çынни.

К.А.Адрианов Туçари халăх училищинче 1900 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕччен ĕçленĕ. Кун хыççăн Пăва уесĕнчи Чурачăкра вăй хунă. Туçаран Мăрат вулăсĕнчи Чурачăкри училищĕне пуп хĕсĕрленине пула куçма тивнĕ. 1909 çулхи çу уйăхĕччен Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпỹ уесĕнчи Халайпуçĕнчи земство шкулĕнче ĕçленĕ. Халайпуç ялĕ каярахпа Çĕньял Чуракассипе сыпăннă (хальхи вăхăтра Красноармейски районĕнчи Шывпуç ял тăрăхне кĕрет).

Константин Адрианович Адрианов 1909 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ỹпке шыççипе вилнĕ.

К.А.Адрианов çут ĕçĕнче 46 çула яхăн ĕçлесе те кĕпĕрнери земствăран хăйне пенси памалла тăвасса кĕтсе илеймен.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 августа 2007
00:00
Поделиться