Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аталану çулĕпе патшалăх пулăшнипе

 

Юхма Ен чечекленсе, аталанса пырать. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕн тỹпи те пысăк кунта. Çавна май çĕр-çĕр хресчен хăйĕн социаллă пурнăçне çăмăллатма пултарчĕ.

Районăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 94365 гектар, çав шутра 45354 гектарĕ сухаласа тыр-пул акса тăваканни. 56 ялта 39,9 пин çын пурăнать: 72 проценчĕ чăваш, 25-шĕ тутар, ытти _ тĕрлĕ халăх çынни.

Тĕп отрасль _ ял хуçалăхĕ. 2790 çын ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе ĕçлет.

Ял хуçалăх предприятийĕсем 30, продукци туса кăларакан _ 2, тивĕçтерекен 6 предприяти, хресчен-фермер хуçалăхĕ 236, хушма хуçалăх 1338.

АПК предприятийĕсенчи тĕп пурлăх сумми 350 миллион тенкĕпе танлашать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тĕрлĕ маркăллă тракторсем _ 353, тыр-пул пуçтарса кĕртекен комбайнсем _ 99, выльăх апачлĕх культурăсене вырса пуçтараканни _ 30, преслаканни_29, груз турттаракан автомобиль _ 204. Ял хуçалăх предприяти-йĕсем 88 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ, çав шутра вăрăма тăсăлаканни 46 миллион тенкĕлĕх. Кредитпа Раççей ял хуçалăх банкĕпе Раççей Перекет банкĕ ти-вĕçтерсе тăраççĕ.

Раççей ял хуçалăх банкĕ ял хуçалăхне аталантарма 53 миллион тенкĕ, çав шутра выльăх-чĕрлĕх витисене тума е модернизацилеме 26 миллион тенкĕ, Раççей Перекет банкĕ 35 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ панă. "АПК аталанăвĕ" наци проектне реализацилеме пуçланăранпа хушма хуçалăх тытакан 1670 çынна 270 миллион тенкĕлĕх кредит панă. Çав шутра кăçал 590-ăн 92 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Уйрăм хушма хуçалăх тытакансен 13 проценчĕ кредитлă пулнă. Раççей ял хуçалăх банкĕ 578 граждана 117 миллион тенкĕлĕх ссуда панă. Çав шутра кăçал çеç 259-ăн 51 миллион тенкĕ илнĕ.

Шăнкăртам ял тăрăхĕнче çеç 270 хуçалăх 49 миллион тенкĕ илнĕ.

 Тăватă çул хушшинче "Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн 180 çемьене çурт-йĕр тума е хваттер туянма каялла тавăрса памалла мар 21,3 миллион тенкĕлĕх субсиди панă. Çак тĕллевлĕ программăна пула 20 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă, яллă вырăнти 69 çемье 9,2 миллион тенкĕ укçа-тенкĕллĕ пулнă. Çав шутра ялта ĕçлесе пурăнакан 32 çемье 4,2 миллион тенкĕ илнĕ, 37 çамрăк специалиста çурт-йĕр çавăрма 5,03 миллион тенкĕ панă, 7 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă.

Район администрацийĕ ял хуçалăх министерствине 4 миллион тенке яхăн укçа-тенкĕ валли 22 документ пакечĕ хатĕрлесе леçнĕ, лимит валли тата 30-шне хатĕрлеççĕ.

Çамрăк специалистсене, АПК ĕçченĕсене, социаллă сферăра вăй хуракансене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес тĕллевпе ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчен 1,3 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă.

2006 çулта 3 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ йĕркеленĕ. Пĕри _ аш-какай тирпейлекенни, иккĕшĕ халăхран сĕт пуçтарассипе ĕçлеççĕ. Тăваттăшĕ _ ял хуçалăх потребитель кредит кооперативĕ. Пурне те ял хуçалăх министерствинче аккредитациленĕ, "Азирра" 7 миллион тенкĕ кредит илнĕ. Кăçал снабжени кооперативĕ уçăлнă, 10 миллион кредит илнĕ. Асăннă кооперативсенче паянхи куна 463 çын шутланать. Кооператив членĕсем 136 пин тенкĕрен пай взносĕ туса хунă. Хăйсем туса илнĕ тавара 18,8 миллион тенкĕлĕх ăсатнă. Кредит кооперативĕ 369 пин тенкĕ кивçен укçа панă. Хальхи вăхăтра тата 8 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ уçма документсем хатĕрлет. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 августа 2007
00:00
Поделиться