Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Координаторсене çиреплетнĕ

“Единая Россия” партин Чăваш регионти уйрăмĕн политика Канашĕн президиумĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта партин резерв кадрĕсен кандидатурисем пирки парти сасăлавне ирттересси пирки ыйтусене тишкернĕ. Резерв кадрĕсен списокĕ “Единая Россия” партин Чăваш Республикинчен РФ Патшалăх Думине депутата суйлама тăратакан кандидатсен регионти списокне хатĕрлемелли тĕп никĕс пулĕ.

Парти сасăлавĕ (праймериз) çурла уйăхĕнче партин вырăнти пур уйрăмĕсенче иртет.

Регионти политика Канашĕн президиумĕн ларăвĕнче çавăн пекех “Единая Россия” партин “Профессиональная команда страны” проекчĕн координаторĕсене çирĕплетнĕ:

“Патшалăх тата муниципалитет управлени пайĕпе”: республикăри Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Патшалăх строительстви тата вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Генрих Геннадьевич Васильев;

“Промышленность тату пулăшусем”: “Единая Россия” партин регионти политика Канашĕн секретарĕн çумĕ Юрий Михайлович Кислов;

“Массăллă информаци хатĕрĕсем”: “Единая Россия” партин регионти политика Канашĕн секретарĕн çумĕ Петр Степанович Краснов;

“Вĕрентÿ, наука тата культура”: “Единая Россия” партин регионти политика Канашĕн секретарĕн çумĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Культура, вĕрентÿ, наука, наци тата çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Владимир Петрович Мидуков;

“Сывлăх сыхлавĕ”: “Единая Россия” партин регионти политика Канашĕн членĕ Нина Владимировна Суслонова;

“Агропромышленность комплексĕ”: “Единая Россия” партин регионти политика Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Владимир Владимирович Тимофеев.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 августа 2007
00:00
Поделиться