Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырри енне пуриншĕн те çул уçă

Августăн 15-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Унăн ĕçне республика шайĕнче ЧР Физкультура, спорт, туризм министрĕ А.Николаев ертсе пыракан ушкăн хутшăнчĕ. Информаци кунĕн тĕп теми – ача-пăча, сывлăх, культура учрежденийĕсене, выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене хĕле мĕнле хатĕрлени.

Хальхи информаци кунĕ районта республикăри пĕчĕк предпринимательство кунĕпе пĕр килнĕрен, чăн малтан бизнес çулĕ çине тăнă граждансемпе тĕл пулчĕç.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов çак ĕç районта мĕнле йĕркеленсе, аталанса пынипе паллаштарчĕ. Чăнах та, районăн экономика тата социаллă пурнăçне аталантарас ĕçре пĕчĕк предпринимательство пысăк вырăн йышăнать. Вăл район экономикин кашни отраслĕнчех аталаннă. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне, сăмахран, районта 121 пĕчĕк предприяти, 236 хресченпе фермер хуçалăхĕ, 1180 предприниматель. Пирĕн тăрăхра предпринимательство ĕçĕпе 2820 çын явăçнă.

Пĕчĕк предпринимательство строительство комплексĕ, пурăнмалли çурт-йĕр тунă çĕрте те пысăк витĕм кÿни, çак ыйтăва татса пама пулăшни кăмăллă. “Булат” тулли мар яваплă общество, сăмахран, иртнĕ çул 24 хваттерлĕ çурт туса хута ячĕ. Хальхи вăхăтра та унăн строителĕсем хĕрÿ ĕçре: тĕп больницăн хушма корпусне тата çак микрорайонтах тепĕр пурăнмалли çурта хăпартаççĕ.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов хăйĕн докладĕнче ырă çул çине çирĕп тăнă предпринимательсен ячĕсене те асăнчĕ. Турханти Т.Манзуркин, Тикешри В.Барышников, Патăрьелĕнчи М.Павлова, П.Суханов, Л.Кузьмина тата ыттисем те тĕрлĕрен отрасльте хăйсен шанчăклă вырăнне тупса халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Çав вăхăтрах вырăнти бюджета та пуянлатаççĕ. 2006 çулта район бюджетне 7, 6 миллион е 29, 5 процент, кăçалхи çур çулта 3, 5 миллион е 20, 6 процент укçа кĕнĕ.

Район администрацийĕ ЧР Президенчĕн ĕç укçине ÿстермелли хушма мерăсем çинчен калакан Указне предприятисенче, организацисенче, хуçалăхсенче мĕнле пăхăнса, пурнăçласа пынине тĕрĕслесех тăрать. Çапах та хăш-пĕр коллективсенче вăл кăçалхи çур çул кăтартăвĕсене тивĕçтермест. Район пуçлăхĕ вĕсене ятранах асăнчĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи “Сельхозтехника” акционер пĕрлешĕвĕнче (П.Табаков) 2361 тенкĕ, “Пищекомбинат “Батыревский” (М.Калмыков) – 3039, “Ленинец” агрофирмăра (Ш.Куликов) – 1117, “Заря” СХПКра (И.Сурнаев) 2778 тенкĕ çеç. Кун пирки районти мĕн пур ертÿçĕсен тивĕçлĕ йышăну тумалла.

Çакнашкал ыйтусенех информаци кунне хутшăннисем вырăнсенче те хускатса ертÿçĕсем умне çирĕп тĕллевсем лартнă. ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министрĕ А.Николаев, “Чăвашкино” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Н.Медведев, район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пыракан ушкăн Первомайск, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсенче, шкулсенче, тĕслĕх библиотекăсенче, больница, фельдшерпа акушер пункчĕн коллективĕсенче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе, хĕл кунĕсене епле хатĕрленнипе паллашнă, çынсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă.

Районти ветеринари службин начальникĕ П. Ефимов, çĕр йĕркелÿ ыйтăвĕпе тимлекен Н.Каштанов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Аслă Чемен, Шăхач ял тăрăхĕсенче пулса депутатсемпе, активпа, ял хуçалăх кооперативĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, вĕсене хумхантаракан чылай ыйтăва сÿтсе явнă.

Информаци кунне ЧР Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствин представителĕ В.Сперанская, бизнес технологийĕсен шкулĕн консультанчĕ И.Усова, директор çумĕ Г.Ермошкина хутшăннă, районта хушма тупăш çăл куçне – пĕчĕк предпринимательствăна анлă çул уçса парса аталантарасси пирки çирĕп каланă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 августа 2007
00:00
Поделиться