Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн пухăвĕ

 

Çак кунсенче “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕн пухăвĕ пулнă. Пухăва вырăнти политканаш членĕсем, партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă.

Пухăва политканашăн вырăнти секретарĕ Н.Глухов уçнă. Николай Иванович малтанах пухăва хутшăннисене районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвĕпе, юлашки çулсенчи аталанăвĕпе, малашлăх планпа паллаштарнă, района РФ Патшалăх Думин депутачĕ К.Косачев ĕçлĕ тĕллевпе килсе кайнин пĕлтерĕшĕ пирки каланă. “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕн политканаш секретарĕн çумĕ В.Мидуков пухăва хутшăннă май халăх пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе единороссем йышăннă программăсем çинче чарăнса тăнă.

Пухăва “Единая Россия” партин кадр резервĕсен йышне тăратнă 11 кандидатурăран тăваттăшĕ хутшăннă, паянхи обществăн проблемисем пирки тухса калаçнă. Кандидатурăсене ырласа вырăнти политканаш секретарĕ Н.Глухов, район пуçлăхĕн советникĕ, ĕç ветеранĕ “Единая Россия” парти членĕ А.Сироткин, Н.Тинюков, М.Калмыков, С.Викторов парти членĕсем сăмах каланă.

Кунтах 24 çĕнĕ члена “Единая Россия” парти билетне панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 августа 2007
00:00
Поделиться