Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Южное" сысна комплексĕнчи канашлу

 Иртнĕ эрнекун халь тăвакан "Южное" сысна комплексĕн базинче ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Унта "Big Dutchman" нимĕç фирми, "Юрма" агрохолдинг, Раççейри куçман пурлăх Управленийĕн Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 6-мĕш уйрăмĕн, Роспотребнадзор Управленийĕн Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи территориллĕ уйрăмĕн, "Россельхозбанк" ОАОн Патăрьелĕнчи хушма офисĕн, Шупашкар хулин СУОР, "Чувашстройпроект" проект институчĕн представителĕсем, район пуçлăхĕн çумĕсем, строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ И.Дикин, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков, "Чувашстройпроект" проект институчĕн директорĕ В.Захаров, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин хутшăннă.

Канашлура сысна комплексĕн çуртне реконструкцилес задачăна, сысна ỹстерес технологипе панă сĕнỹсене, çỹлерех асăннă нимĕç фирмин хальхи технологи оборудованине ĕçе кĕртессине сỹтсе явнă. Ку фирма 15 çул Раççейри сысна тата чăх-чĕп ĕрчетекен хуçалăхсене оборудованипе тивĕçтерет. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май фирма ертỹçи В.Брокле строительство ĕçĕсене çывăх вăхăтрах пуçламаллине палăртнă. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2007
00:00
Поделиться