Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туйпа пĕрлешмелле е туйсăр?

 Юлашки çулсенче яшсемпе хĕрсем туй туса саккунлă пĕрлешичченех пĕрле пурăнма пуçлаççĕ. Çакă "модăна" кĕрсех пырать. "Гражданла мăшăрлану" теççĕ ăна. Çакнашкал пулăма халĕ час-часах тĕл пулатăн. Ялсенче хальлĕхе ун пеккисем сайра. Хулара ĕçлекен, вĕренекен çамрăксем чăннипех те ирĕклĕ. Ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен тухса хулана килнĕскерсем малашне хăйсен пурнăçĕшĕн хăйсемех яваплă. Пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çитичченех пĕрле вырăн ăшăтма пикенеççĕ те çемьеллĕ пулса тăраççĕ. "Саккунлă пурăнма пуçличчен пурăнса пăхмалла, характерсем пĕрешкел пулмасан уйрăлса кайма та пулать", _ теççĕ пĕрисем. "Мана вăл юратать, укçа-тенкĕпе пулăшать. паспортра пичет лартни мĕне пĕлтерет", _ теççĕ теприсем. Çак сăмахсемпе чылай çамрăк килĕшет. Тен, кунта чăнлăх та пур-тăр, анчах... Паян пĕринпе пурăнса пăхатăн, пĕр-пĕрне килĕшмесен _ уйрăлатăн. Тепринпе çемье çавăратăн, виççĕмĕшпе... Мĕн пулса тухать-ха капла? Паллах, пурте апла тесшĕн мар-ха эпĕ. Чылай мăшăр варта чун тĕпренчĕкĕ тĕвĕленнине пĕлсен туй тăвать, саккунлă пĕрлешет. Çав хушăрах мăшăра улăштараканни те тĕл пулать.

Çапла, туйсăр пĕрлешекен сахал мар паян, анчах çамрăксем çакнашкал çемье çавăрнине аслă ăру ăнланасшăнах мар. Вĕсемшĕн çапла хăтланни пачах ют-çке. Вĕсем савнă çыннипе туй туса мăшăрланнă, ваттисенчен пил илнĕ, пĕрле пурăнса тĕрĕслесе пăхса мар. Паспортра саккунлă штамп пулнă, чылайăшĕ венчете тăнă. Çемйи те арканман, 5-6 ача çуратса ỹстернĕ. Халĕ уйрăлакансем те сахал мар. Паянхи яшпа хĕр вара ашшĕ-амăшĕпе канашламасăрах, пил илмесĕрех çемье чăмăртать. Пурте мар, паллах. Телее, ĕлĕкхи йăлана упракансем те çук мар-ха.

 Çамрăксене ку тĕлĕшпе ăс парас тĕллев тытман-ха эпĕ. Çапах та аслисен ырă йăли-йĕркине пăрахăçа кăлармалла мар пек туйăнать. Вĕсен пилне ăша хывасчĕ. Тĕл пулччăр, пĕр-пĕрне юратчăр, пĕрлешме вара туйпа, саккунлă, ашшĕ-амăшĕн халалĕпе пĕрлешчĕр. Çапла лайăхрах пек туйăнать. Эсир мĕнле шутлатăр? Хăвăр шухăш-кăмăлăра çырса пĕлтерĕр. Сирĕн çырăвăрсем "Нарспи Сетнер" страницăра вырăн тупĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2007
00:00
Поделиться