Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район юбилейĕ çывхарать

 Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕнче чăн малтанах районта вырма ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пынине пăхса тухнă. Паянхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 50 процент ытла пуçтарса илнĕ. Кĕрхисене акма çĕр ха-тĕрлесси те начар мар пырать.

Канашлура районта хутмалли хĕллехи тапхăра хатĕрленнине, пурăнмалли çурт-йĕр, çул тăвас, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тата ытти ыйтусене мĕнле пурнăçласа пынипе паллашнă.

Планеркăри тĕп шухăшсенчен пĕри _ районăн 80 çулхи юбилейне чыслă та ĕçри лайăх кăтартусемпе кĕтсе илесси. Паян пĕтĕм ĕçĕ-хĕле çак юбилее халалласа пурнăçламалла. Кашни коллективрах çакна тĕпе хумалла.

Хальхи вăхăтра районта çыхăну пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе АТСсене цифрăллă станцисем çине куçарасси пырать. Планеркăра ун пирки те тĕплĕн калаçнă.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн педагогсем августра иртекен наукăпа практика конференцине хатĕрленеççĕ. Çак эрнере ятарлă комисси шкул çулне çитмен вĕренỹ учрежденийĕсене пăхса çỹреме палăртнă.

Планеркăра район пурнăçĕпе çыхăннă ытти чылай ыйтусене те пăхса тухнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2007
00:00
Поделиться