Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ĔМĔЧĔСЕМ ПЫСĂК

 Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсенчен чылайăшĕ физкультурăпа тата спортпа туслă. Кирек мĕнле ача та тĕреклĕ çан-çурăмлă, çирĕп сывлăхлă çитĕнесшĕн. Вĕсен çакăн пек ĕмĕчĕ пурнăçлантăр тесе шкул коллективĕ, пĕрлех районти спортшкул тренерĕсем те сахал мар вăй хураççĕ. Çавăнпах шкулта районти ачасен спорт шкулĕн филиалĕсене уçнă. Акă, йывăр атлетика секцийĕсене СССР спорт мастерĕ А.Давыдов ертсе пырать. Районти чылай шкулсенче хальхи вăхăтра кире пуканĕ çĕклес енĕпе спорт секцийĕсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Çак спортăн вăрт-тăнлăхĕсене Борис Головцов 8-9-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра алла илме пуçларĕ. Вăл _ мал ĕмĕтлĕ спортсмен. Кашни ăмăртурах хăй лартнă тĕллеве пурнăçлатех. Акă, сăмахран, 2006-2007 вĕ-ренỹ çулĕнче Тĕнче класслă спорт мастерĕ Б.Глинкин парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн, нумай хутчен республика чемпионĕ пулнă Ф.Моисеев призĕсемшĕн иртнĕ ăмăртура виççĕмĕш, Вăрнар поселокĕнче иртнĕ республикăра мала тухмалли ăмăртура виççĕмĕш, шкул ачисен Спартакиадинче пĕрре-мĕш, "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртура виççĕмĕш, шкул ачисен кăçалхи Спартакиадинче иккĕмĕш, Кирово-Чепецк хулинчи ăмăртура тăваттăмĕш, Шупашкарта шкул ачисен Спартакиадин финалĕнче пĕр-ремĕш, Калугăра Раççейре мала тухмалли финалта вун пĕрмĕш вырăнсене йышăннă. Борис çамрăк-ха. Шкул хыççăн та вăл хăй юратакан спортăн çак енне пăрахасшăн мар. "Спорт мастерĕн нормине пурнăçлатăпах", _ тет вăл хавхаланса. "Ун пек ачана шанма пулатех", _ тет унăн тренерĕ А.Давыдов.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 августа 2007
00:00
Поделиться