Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тырă хакланать. Мĕншĕн?

Тĕш-тырă май уйăхĕнчен пуçласа икĕ хут хакланчĕ. Ун пекки халиччен пулман. Мĕнре-ши сăлтавĕ?

Чăнах та юлашки вăхăт- ра тĕнчере, çĕр-шывра, Чăваш Енре те, çăкăр ыйтăвĕ çивĕч тухса тăчĕ. Çакă сăлтавсăр мар. Нумай çĕрте тухăç пĕчĕк е пачах çук. Унчченхи тырăллă регионсем те шăрăха пула ырă хыпарпа савăнтармаççĕ. Республикăри шалкам çумăр та тырра чылай сиен кÿнĕ. Çакнашкал лару-тăрура тырă рынокĕнче хаксем хăвăрт ÿсесси куçкĕрет.

Çулталăк каярах пĕр тонна тулă 2500-2800 тенкĕ тăнă, халĕ вара пĕлтĕр пухса кĕртнĕ тулла 6200-6500 тенкĕпе, кăçалхине 5300-5500 тенкĕпе сутаççĕ. Çăнăх та, çăкăр та хакланнă. Выльăха çитермелли те унран кăшт çеç йÿнĕрех.

Кăçал ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн хаксем тивĕçтермелле. 25 процентран кая мар клейковинăллă 3 класлă туллăн 1 тоннине 5750 тенкĕ, пахалăхлине 6500 тен-кĕпе сутма май пулать. Чи пĕчĕк хак – 5 класлă, 15 процент клейковинăллă тулă. Унăн 1 тонни 4800 тенкĕпе танлашмалла. Кун пек хаксем пирки ял çыннисем тĕлĕкре те тĕлленмен. Виçĕ çул каялла 1 тонна ырашшăн 2 пин тенкĕ те паман. Тулă та хаклă пулман. Сутиччен ял хуçалăх предприятийĕсем ăна выльăха çитерме усă курнă.

Акă, кăçал “Чăваштырăпродукчĕ” тырă туянмалли хаксене палăртнă. Апат-çимĕçлĕх 3 класлă тулă 25 процент клейковинăлли НДСпа 5750 тенкĕ. Апат-çимĕçлĕх ыраш А ушкăн 4500 тенкĕ пулмалла.

Хаксем çÿлелле хăпарма тытăнни ЧР Правительствишĕн кĕтмен çĕртен пулмарĕ. Николай Федоров Президент нумай пулмасть Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче япăх çанталăкпа тата çăкăр хакĕпе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ, тырă хакланассинчен хÿтĕленмелли комплексла мерăсем шухăшласа тупма хушрĕ.

Президент хушăвне тĕпе хурса республикăра кăçалхи тыр-пула вăхăтра тата тăкаксăр пухса кĕртме тĕллев лартнă.

Пирĕн районта та пĕрчĕллĕ тырăсен лаптăкĕ пĕчĕк мар, 18407 гектар йышăнать. Çав шутра кĕрхисем 5664 гектар. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ пĕчĕк мар, гектартан 30 центнертан кая пулмасть. Çурхи культурăсем пирки аплах калама çук. Вĕсене июль уйăхĕнче шалкам çумăр аптратрĕ. Вăл шăпах калчасем пучахланнă чухне пуçланчĕ, ÿсме чăрмантарчĕ, тухăçа та чакарчĕ.

Анчах çакă ял хуçалăх предприятисемшĕн лăпланса лармалли сăлтав мар, лармаççĕ те. Пур çĕрте те вырма ĕçĕсем вăхăтра пуçланнă. Йĕтем çине тырă кĕрет. Унтан пÿлмесене куçать. Çитĕннĕ тыр-пула пахалăхлă пуçтарса кĕртессишĕн пур çĕрте те кĕрешÿ пырать. Продукци хакне хăпартни хуçалăхсене хавхалантарать.

Тырă хакĕ ÿсрĕ-ха. Анчах çакă хресчене тивĕçлипе пулăшайĕ-ши; Çунтармалли-сĕрмелли япаласем, техника хакĕ ял çынни çитĕнтерекен продукципе танлашаймасть-çке. Çапах кăшт та пулсан пулăшу кÿрĕ-ха.

Çав вăхăтрах ялта хушма хуçалăх тытакансем, пенсионерсем те пур вĕт-ха. Хак ÿсни вĕсене те пырса тивет-çке. Выльăх-чĕрлĕх валли мĕн чухлĕ тырă кирлĕ. Аш-какай хăй хаклăхĕ ун чухне миçе тенке кайса ларĕ; Çакăн пирки халь кашниех пуçне ватать.

Хресчен хушма хуçалăхĕнче çитĕнтерекен кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, çĕр улми, сухан хакĕ те йÿнелсех пырать. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр халех 1 килограмĕ 3 тенкĕ, кишĕр 7 тенке юлчĕ. Вăрлăхăн хакне, сухалаттарнине, гербицид, им-çам сапнине шута илсен усси нумай та юлмасть. Акă мĕн пăшăрхантарать паян ял çыннине.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2007
00:00
Поделиться