Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш

Çак пултаруллă та ывăнма пĕлмен Треньел хĕрĕ Ирина Юманова çинчен “Авангард” хаçат пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл нумаях пулмасть иртнĕ пысăк ăмăртусенче хăй Раççей, Европа тата Тĕнче шайри ăмăртусенче вăйлисенчен пĕри иккенне татах çирĕплетсе пачĕ. Сăмахран, Шупашкарта хăвăрт утассипе иртнĕ Раççей чемпионатĕнче пилĕк çухрăмлă дистанцире хĕр ачасен хушшинче 21 мин. 42 секунд вăхăтпа иккĕмĕш тухрĕ. Кунта пурĕ 35 регионтан 37 хĕрача тупăшрĕ. Ирина çамрăксен хушшинчи Тĕнче чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ. Ку чемпионат Чехири Острава хулинче иртнĕ. Паллах, ял хĕр ачине тĕнчери çакăн пек пысăк ăмăртура 28 çĕр-шыври 30 çын хушшинче тупăшма çăмăл пулман. Çапах та вăл аптраса ÿкмен. Чылай спортсменкăсене тĕрĕс мар утнăшăн судьясем дистанцинчен кăларса пăрахнă. Иринăна ку пăтăрмах хăратман. Вăл Раççейри чи пултаруллă тренерсен шутне кĕрекен В.Семенов патĕнче çăмăл атлетикăн çак енĕн вăрттăнлăхĕсене тĕрĕс ăнланса, пурнăçласа пыма хăнăхнă-скер Тĕнчери ăмăртура та тĕрĕс-тĕкел утса пилĕк çухрăмлă хушша 21 мин.21 секундра вĕçленĕ, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ирина ку çитĕнÿсемпе лăпланса ларасшăн мар, тренировкă-сенче тата та тăрăшса, вăй хурса малашне те пысăк çитĕнÿсем тума хăй умне çирĕп тĕллев лартрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2007
00:00
Поделиться