Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район уй-хирĕнче

Кăçал хуçалăхсенче 18407 гектар çинчен тыр-пул пуçтарса кĕрт-мелле пулсан, августăн 10-мĕшĕ тĕлне районĕпе 6370 гектар вырнă. 6106 гектарне пухса çапнă, 161647 центнер тырă тĕшĕленĕ.

 Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 26, 5 центнер. Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Малалла”, “Югель”, “Батыревский” хуçалăхсенче тухăç тата та пысăкрах, 41-30 центнерпа танлашать.

 Çав вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма 4893 тонна утă, 16224 тонна сенаж, 4143 тонна силос хатĕрленĕ.

 13 хуçалăхра сухан-севок пуçтараççĕ.

 Хуçалăхсенче хура пусăна йĕркене кĕртес, кĕр тыррисем акма çĕр, вăрлăх хатĕрлес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 августа 2007
00:00
Поделиться