Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕренес туртăм пысăк

Чăваш Ишек ялĕ пысăках мар. Çĕр кил те çук унта. Шкулта вĕренекенсен хисепĕ те пĕчĕк: 20-25 ача çеç сукмака такăрлатать. Анчах пĕлỹ илес туртăм малта. Вĕренмесĕр пурнăç çулĕпе утса тухма май çуккине лайăх ăнланаççĕ. Кашни çулах выпускниксенчен 5-6-шĕ аслă шкула кĕрет. Кăçал та, акă, 3 вĕренекенрен иккĕшĕ университет студенчĕ пулса тăчĕç. А.Салминăпа О.Абужарова чăваш уйрăмне кĕчĕç. А.Никитин строительсен техникумне кайма шухăш тытнă.

Çавăн пекех яла дипломсемпе таврăнакансен йышĕ те чакмасть. Кăçал та вĕсем пиллĕкĕн. Ф.Кураков, А. Краснов МАДИрен вĕренсе тухрĕç. С.Майкова аллинче çамрăк юрист пулнине çирĕплетекен диплом. А.Сорокина _ медицина факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ.

Чи "аслă" студент вара Т.Петрякова учительница. Татьяна Евгеньевна маларах ЧПУри ют чĕлхе (нимĕç чĕлхи) факультетĕнче ăс пухса ĕç стажне пуçланăччĕ. Самани улшăннă май, акăлчан чĕлхине те парăнтарас терĕ, иккĕмĕш диплом илме ĕлкĕрчĕ тăватă ача амăшĕ. Халĕ Ыхра Çырми шкулĕнче вăй хурать, акăлчан чĕлхине "шĕкĕлчет".



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 августа 2007
00:00
Поделиться