Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

 Августăн 2-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн вун виççĕмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларăва Пуху председателĕ М.Петров уçнă, ертсе пынă.

Депутатсем кун йĕркинче район пурнăçĕпе çыхăннă тăхăр ыйтăва пăхса тухнă. Чăн малтанхи ыйтупа район администрацийĕн экономикăпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Г.Иванова 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулта районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ, район бюджетне мĕнле пурнăçлани пирки отчет туса панă.

Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне "2007 çулхи бюджет çинчен" улшăнусем кĕртесси, 2002 çулхи августăн 29-мĕшĕнчи депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче районпа вырăнти самоуправлени органĕсенче РФ законодательствипе килĕшỹллĕн налуксем пухассине йĕркелес ыйтупа улшăнусемпе хушусем кĕртесси, 2007-2012 çулсенче районти нумай хваттерлĕ патшалăх çуртĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем тумалли муниципаллă программа çинчен калакан ыйтусене сỹтсе явнă.

Ларура çавăн пекех районта çĕре тĕрĕслесе тăмалли муниципаллă йышăнăва, районта патшалăх е муниципаллă харпăрлăха пăхăнса тăракан территоринче строительство ĕçĕсем пуçлама, çавăн пекех строительство тĕллевĕпе мар çĕр лаптăкĕ уйăрмалли çинчен калакан йышăнусене çирĕплетнĕ.

Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче районти муниципаллă харпăрлăха пăхăнса тăракан куçман пурлăха шутран кăларас, 2005-2009 çулсенче районта наркотиксемпе усă курас тата вĕсемпе саккунлă сутă тăвакансене хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе йышăннă комплекслă программăна мĕнле пурнăçланине те пăхса тухнă. Ларура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 августа 2007
00:00
Поделиться