Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пленэра хутшăннисен выставки

Икĕ эрне каялла Турханта А.А.Кокель ячĕпе Пĕтĕм тĕнчери пленэр (ушкăнпа çут çанталăка тухса ỹкерни) ĕçлеме пуçларĕ. Пархатарлă мероприятие йĕркелеме ЧПУ ĕçченĕсем, Патăрьел район администрацийĕ, вырăнти хуçалăх, ял çыннисем хастар хутшăнчĕç. Çак тапхăр питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Пленэра хутшăннисем _ Украинăн тава тивĕçлĕ художникĕ А.Н.Чередниченко (Сумы хули), Чăваш халăх художникĕ А.П.Рыбкин (Санкт-Петербург хули), Украина Наци художникĕсен союзĕн членĕ С.В.Коморный (Чугуев хули), Раççей Художниксен союзĕн членĕ Е.Д.Щеглов (Воронеж), ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсем И.И.Даренков, П.В.Петров (Шупашкар хули) _ хăйсен çĕнĕ ĕçĕсенчен, Турхан тăрăхĕнче çуралнисенчен, курав хатĕрлерĕç. Пленэра А.А.Кокелĕн тăванĕсем те _ С.В.Кокель тата çамрăк ỹнерçĕсем Константинпа Наталья Кокельсем, çавăн пекех ку тăрăхри художниксем В.Х.Камалетдинов (Комсомольски) тата М.А. Шакиров (Патăрьел) хутшăнчĕç.

 Çакна та асăнса хăварма кăмăллă: А.А.Кокелĕн пултарулăхĕпе кун-çулне тĕпчекен В.А.Васильев профессор (ЧПУ) каласа панă тăрăх, Турхан каччи, пулас чаплă художник Алексей Кокель, 1906 çулта тăван ялĕнче хăйĕн ятарлă куравне йĕркеленĕ . Çакă вăл пурăннă вăхăтра унăн пĕртен-пĕр выставки пулнă. Каярах, вăл çĕре кĕнĕ хыççăн, мăшăрĕ Харьковра ун ячĕпе асăну куравĕ йĕркеленĕ. Ĕмĕр иртнĕ хыççăн Турхан çыннисем çĕнĕрен илем тĕнчин "авăрне" лекрĕç. Иккĕшĕнче те вĕсен ентешĕ Алексей Кокель "айăплă".

Турханти куравпа паллашма ял çыннисем чылайăн пынă. Патăрьел район пуçлăхĕ Н.Глухов та пулчĕ. Ытти куравран кăсăклăрах иртрĕ Турханти. Кунти пĕтĕм ĕç, картина пĕр ялпа, вырăнпа çыхăннă. Анчах та мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх, кĕтменлĕх пулчĕ ял çыннисемшĕн.

Турханта кун çути курнă ĕçсем Шупашкара та çитнĕ. Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ỹнер музейĕн хальхи вăхăтри курав центрĕнче кăтартнă хыççăн Питĕрпе Воронежа, Харьковпа Чугуева, ытти тăрăха яланлăхах ăсанчĕç вĕсем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 августа 2007
00:00
Поделиться