Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрхи тулă выраççĕ, пухса çапаççĕ

 "Хастар" ял хуçалăх предприятийĕнче тĕш-тырă культурисене пурĕ 662 гектар çитĕнтернĕ. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче кунта вырма ĕçĕсем пуçланнă. Чи малтан Валерипе Иван Косойкинсен агрегачĕсем "Енисей" комбайнсемпе кĕрхи тулă вырса çапма тухрĕç. Ку культура 167 гектар йышăнать. Григорий Николаев комбайнер "Нива СК-5" комбайнпа кĕрхи тулă вырать. Валерий Ильин комбайнер пуçтарса çапать. Петр Никифоров, Михаил Вазюков, Иван Нестеров водительсем тĕшĕленĕ тырра йĕтем çине турттарса тăраççĕ.

Вырмара кашниех хăйĕн яваплăхне туйса ĕçлет.

Вырма ĕçченĕсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Вĕсем Маргарита Кудряшова повар ĕçĕпе кăмăллă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 августа 2007
00:00
Поделиться