Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕрке-пĕрлехи вăйпа

Районти шалти ĕçсен пайĕ преступлени тăвассине хирĕç кĕрешес, оперативлă лару-тăрăва йĕркеллĕ тытса тăрас, террористла актсенчен, криминалпа çыхăннă чрезвычайлă ĕçсенчен пăрăнас тесе тимлет. Çак тĕллевпе райшалĕçпайĕн кашни сотрудникнех явăçтарать. Право йĕркине пăхăнас тĕллевпе тĕрлĕрен комплекслă йышăнусем туни те районти криминогенлă лару-тăрăва ăнăçлă тытса тăма май парать.

Кăçалхи çур çул кăтартăвĕсене тишкерсен районти пĕтĕмĕшле лару-тăрăва мĕнле хак пама пулать-ши? Çак тата йĕрке хуралĕнчи ытти ыйтусемпе кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ райшалĕçпайĕн штаб начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан С.Н.Селивановпа калаçнă. Акă мĕн пĕлтернĕ вăл кĕскен хаçат вулакансене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки:

_ Кăçалхи çур çулта иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пĕ-тĕмĕшле преступлени тăвасси чакнă. Криминаллă милици енĕпе вăл 6 тĕслĕх е 12,5 процент, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе 32 тĕслĕх е 20,9 процент сахалтарах. Йывăр тата çав тери йывăр преступлени тунине асăннă тапхăрта çĕр проценчĕпех уçса панă. Вăрă-хурахăн ĕçне тăрă шыв çине кăларасси те лайăхланнă. Сăмах май каласан, пĕтĕмĕшле преступлени йышĕнчен ытларах пайĕ _ 27,6 проценчĕ _ ют çын пурлăхне вăрлассипе çыхăннă.

Экономика енĕпе çыхăннă преступленисене тупса уçса парасси те кăçалхи çур çулта иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан лайăхланнă.

Обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ уйрăмах административлă право йĕркине пăсакансемпе активлă, пуçаруллă ĕçленĕ. Мĕн пурĕ 3791 çынна тĕрлĕрен сăлтавпа административлă яваплăх тыттарнă.

Кирек мĕнле йĕрке те пĕрлехи вăйран, пурте хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçланăран, професси ăсталăхне ỹстерсе пынăран, халăхпа тачă çыхăнса ĕçленĕрен витĕмлĕ. Хальхи вăхăтра райшал-ĕçпайĕнчи ырă улшăнун результачĕ те çавăнтах. Анчах та çакă пире лăпланса лармаллине пĕл-термест. Уйрăм ыйтусемпе тимлемелли те пайтах-ха. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 августа 2007
00:00
Поделиться