Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Информаципе пуян библиотекăсем

 Республика Президенчĕ Н.Федоров 2003 çулта ялсенче тĕслĕх библиотекăсем уçасси çинчен хушу кăларнăччĕ. Ăна обществăлла инфраструктурăна аталантарас, пурнăç пахалăхне лайăхлатас, халăх патне анлă информаци çитерес тĕллеве тĕпе хурса йышăннă. Çав çулах Патăрьелĕнче тĕслĕх библиотека уçăлнăччĕ, информаци центрĕ йĕркеленнĕччĕ. Унта компьютерсем, принтер, сканер, компакт-диск, электронлă кĕнекесем, ытти литература пур. Сайт уçнă. Интернета кĕме пулать. Электронлă почта ĕçлет. Усă куракансем наци библиотекин каталогĕпе паллашма, статьясемпе краеведени материалĕсене алла илме пултараççĕ. Вулавăшăн хăйĕн бази те пур. Унта районти "Авангард" хаçатри 411 статьяна, Патăрьел районĕ çинчен 748 материал кĕртнĕ. Каталогра тĕп библиотекăн 1157 записĕ пур. "Паллă тата асра юлмалли датăсен календарĕ", "Персонал картотеки" пуянлансах пырать.

Вырăнти самоуправлени докуменчĕсемпе ĕçлессипе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Унта 760 документ. Статистика кăтартăвĕсемпе паллашма пулать. 2006 çулта электронлă ресурссемпе 1568 справка панă. Кăçалхи икĕ кварталта вара _ 752. И

нформаци центрĕн ĕçченĕсем хыпарсене пухаççĕ, тирпейлеççĕ, çĕнетеççĕ. Вĕсемпе бюллетеньсем, дайджестсем, визиткăсем, кĕнекесем, буклетсем кăлараççĕ.

Информаци центрĕ ялсенчи тĕслĕх библиотекăсене методика пулăшăвĕ парать. Кунти базăпа усă курса кирек хăш ыйтăвăн хуравне те тупма пултараççĕ вырăнсенче. Тĕслĕх вулавăшсенче "Пирĕн ачасен прависем", "Манăн пĕр-ремĕш библиотека" электронлă базăсем пур. Информаци центрĕн ĕçченĕсем ялсенчи тĕслĕх библиотекăсене уçнă чухне ял историйĕсене хатĕрлеме, интереслĕ фактсем, паллă çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене пухма пулăшрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 августа 2007
00:00
Поделиться