Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Атте-анне чĕлхине хисеплер

 Çамрăксем ялтан туха-туха каяççĕ. Килте вара ашшĕ-амăшĕ (ваттисем) çеç юлаççĕ. Хăш-пĕр чухне шутласа каятăн та, ял та пĕтессĕн туйăнать. Кунта ĕç вырăнĕ çук, çавăнпах укçа-тенкĕрен те хĕсĕкрех. Çын аптраса тăмасть, йывăр пулсан та пуçа усмасть. Пурăнатпăр, сывлатпăр, малалла тапаçланатпăр. Çамрăксем _ хулара, ватăсем_ялта. Сăмахăм укçа çинчен пымасть-ха. Тăван чĕлхене мĕнле упраса хăвармаллинче. Çамрăксем чăвашла калаçми пуласран хăратăп. Хулана каяççĕ те, пĕр ялти çынна курсан та вырăс чĕлхине мала хураççĕ. Хăш-пĕр чухне ним чĕнмесĕр аптраса тăмалла. Хулана çитсессĕн атте-анне панă чĕлхене манса каяççĕ. Мĕнле кил вырăнне ас тăваççĕ-ши?

Миçе çул чăвашла калаçатпăр. Шкулта кашни çулах чăваш чĕлхипе литература эрни ирттереççĕ. Унта мĕн пур ача хутшăнать. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине анлăн сарас енĕпе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Хам вĕреннĕ шкулах илем-ха. Туçа ялĕн вĕренỹ çуртĕнче Мария Табакова ачасене тĕплĕн вĕрентет. "Çамрăк çыравçăсен" кружокне те йĕркеленĕ унта. Кашни çулах Мăнкун эрнинче шкул ачисене çăмарта илемлеттерсе конкурссем йĕркелет. Çăварни кунĕнче те савăнăçлă уяв ирттермесĕр чăтаймасть вăл. Ачасене чăваш чĕлхипе яка калаçма, тĕрĕс çырма вĕрентет, йăли-йĕркине ан манччăр тесе тăрăшать вăл.

Тăван чĕлхе хăйĕн вырăнне тивĕçлипех тупнă темелле. Шкулти ĕçсем те чылай чухне атте-анне чĕлхипе иртеççĕ. Ачасем те, вĕрентекенсем те ăна хисеплеççĕ. Анчах темшĕн ỹссе çитсен хулана вĕренме кайсан вырăсла калаçаççĕ.

 Атте-анне панă чĕлхене манас марччĕ. Тăван чĕлхе... Тăван йăла-йĕрке... Темле йывăрлăхран та тухма пулăшаççĕ вĕсем, халăха, çĕр-шыва хисеплеме вĕрентеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 августа 2007
00:00
Поделиться