Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ỹсĕмсем пур, çавах...

 

Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче ЧР Культура, национальноç-сен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта "Культура, кинематографи тата массăллă информаци хатĕрĕсем" отраслĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулĕнчи ĕç-хĕлне тата "Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ" РПУ Чăваш Республикин Архив фончĕн докуменчĕсене упрас, вĕсемпе усă курас тата пуянлатас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç çинчен" ыйтусене сỹтсе яврĕç. Ларăва ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.С.Бондарев ертсе пычĕ.Мĕнпе асра юлчĕ çак тапхăр? Мĕн тума ĕлкĕрнĕ тата пурнăçа кĕртеймен? Ыйтусене министр çумĕсем В.С.Бондарев, А.Г.Белов тата национальноç-семпе конфессисен хушшинчи хутшăнусен пайĕн пуçлăхĕ М.Н.Краснов тунă докладсем уçса пачĕç.

Отрасль 2007 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче, малтанхи пекех, "Чăваш Ен культури: 2006-2010 çулсем" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн ĕçлесе пынă.

Профессионал коллективсем пирки акă мĕн калама пулать: ултă уйăхра театрсен афиши 18 çĕнĕ спектакльпе пуянланнă. Театр тата концерт билечĕсене сутса тупăш планне 130,9 процент пурнăçланă, çакă иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 1886,3 пин тенкĕ ытларах. Куракансемпе ĕçлекен плана та пурнăçланă: спектакльсемпе концертсене 281,6 пин çын çитсе курнă. Çак тапхăрта Пĕтĕм тĕнчери ХI балет фестивалĕ, республикăри театрсен VII "Чĕнтĕрлĕ чаршав", халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри ХV "Атăлçи çăл куçĕсем" фестивальсем, тĕрлĕ конкурс, мероприяти иртнĕ.

Юлашки çулсенче те-атрсем гастрольсене укçа ĕçлесе илнинчен ытларах яллă вырăнта пурăнакан халăхăн ăс-хакăлне, кăмăл сипетне çĕклес тĕллевпе çула тухнă. Кăçал вара Чăваш патшалăх пукане театрĕ Пушкăртстанри йăхташăмăрсем патĕнчен пушă енчĕкпе мар, самай пысăк тупăшпа таврăннă. Çапла тума патшалăх та пулăшнă, гастрольсем валли укçа-тенкĕ уйăрса пама май тупнă.

Паллах, республикăра тĕслĕх библиотекăсен тытăмне йĕркелес ĕç ăнăçлă вĕçленнине те палăртса хăвармаллах.

Патшалăх музейĕсенче 68 курав йĕркеленĕ, унта 113,3 пин çын пырса курнă. Культура еткерлĕхне упраса хăварас тĕлĕшпе Чăваш наци музейĕн фончĕсене тĕрĕсленĕ. Министерствăн эксперт комиссийĕ çавăн пекех Чăваш патшалăх ỹнер музейĕн, наци музейĕн филиалĕсен, Сĕнтĕрвăрринчи тавра пĕлỹ музейĕн фончĕсене тĕплĕн тишкернĕ.

 Полиграфи предприяти-йĕсем пирки çакна каламалла: 27 ятпа социаллă пĕлтерĕшлĕ литература пичетленнĕ, çав шутра 18-шĕ _ чăвашла, 12-шĕ _ ача-пăча валли.

Республикăри ĕç тăвакан власть органĕсен Интернет-сайчĕсен хушшинче Культура министерствин тулли информациллисенчен, унпа йышлăн усă кураканнисенчен пĕри. "Чăваш Ен МИХĕ" порталпа кăçалхи çур çулта 46964 çын паллашнă, çакă иртнĕ çулхи çав кăтартуран 72 процент пысăкрах.

Ларура çавăн пекех туса çитереймен самантсенчен те пăрăнса иртмерĕç. Сăмахран, хаçат редакцийĕсемпе полиграфи предприятийĕсен продукцийĕсен пахалăхĕ хăш чухне япăх пулнине, республика музейĕсен фончĕсенчи культура пуянлăхне упраса хăварас тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине, библиотекăсенчи кĕнеке фончĕсемпе информаци çăл куçĕсене пуянлатмаллине тата ыттине те палăртрĕç. Кăлтăксене, çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе коллеги тивĕçлĕ йышăну турĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа ЧР патшалăх истори архивĕн ĕç-хĕлне сỹтсе яврĕç. Архив директорĕ Г.В.Ертмакова палăртнă тăрăх, унти ĕçченсем хăйсенчен килнине пĕтĕмпех пурнăçлаççĕ: архив çуртне техника тĕлĕшĕнчен тирпейлĕ тытса тăраççĕ, сыхлавпа пушар сигнализацине çĕнетнĕ, вулав залне видеосăнав тытăмне вырнаçтарнă. Хăрушсăрлăхпа информаци çăл куçĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлесси те тĕп вырăнта. Кунта хальхи вăхăтри компьютер тата документсене йышлăлатмалли техника хуçаланать, вулав залне Интернетпа çыхăнтарнă, лабораторисем валли реставраци тата сканер хатĕрĕсем туяннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 августа 2007
00:00
Поделиться