Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватлăхра пĕччен туймасть

Этем пурнăçĕ, çут çанталăк пулăмĕсем пекех, шав малалла шăвать, иртнĕ кун нихăçан та каялла таврăнмасть. “Çын вăл – пурте пĕрех, шăпа кăна ăрасна”, – тетчĕç ĕлĕк ватăсем. Чăнах та çапла. Кашнин хăйĕн ăраскалĕ, телейĕ, савăнăçĕ. Çын утса тухнă кун-çул сукмакĕ – унăн пуянлăхĕ.

Çакăн пек шутлать Чăваш Ишекĕнче пурăнакан Серафима Егоровна Майкова, ĕç ветеранĕ, чăтăмлă та тĕреклĕ 86 çула çитнĕ кинемей. Сахал мар шар кăтартнă ăна пурăнан пурнăç: вутă çурнă, утă çулнă, арçын ĕçне те хул пуççи çине тиенĕ, ачи-пăчине йăваран вĕçтернĕ, мăнукĕсене чĕрçи çинче сиктернĕ. Халĕ, акă, тĕп килте пĕчченех сапăрланса пурăнать. Сахал-и Çерук аппа пек кинемисем ялсенче; Паллах, нумай. Çапах та Серафима Егоровна хăйне пĕрре те пĕччен туймасть. Кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнать. Ачасем тухма пĕлмеççĕ унтан: ватă çынна пулăшсах тăраççĕ, пахча чавмалла-и, шыв йăтмалла-и – çитсе те тăраççĕ.

Чĕрĕк ĕмĕрне вăл почтăпа çыхăнтарнă. 7 çул Хирти Пикшик ялне çÿренĕ, Ишексене чун апачĕллĕ тăвас тесе 6-7 çухрăм кашни кун сукмак такăрлатнă. Йĕпе-сапа-и, çил-тăман-и, ниме пăхмасăр 500 экземпляр хаçат-журнал хул пуççипе кутамккаласа йăтнă, кашни хуçалăха вăхăтра, ырана хăвармасăр валеçнĕ вĕсене, саламлă çырусемпе хавхалантарма васканă. Каярахпа вара пултаруллă почтальонкăна Ыхра Çырминчи çыхăну уйрăмне куçарнă. Кунта мĕн пенсие тухиччен вăй хунă. Хăнăхнă ĕçрен уйрăлас килмен. Çерук аппа тата 10 çул тăрăшнă юратнă, килĕштернĕ ĕçре.

Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем йышлă унăн. Пурне те тирпейлĕн усрать. Почта ĕçченĕсем хăйсен ĕçченне манманни савăнтарать. Паянхи кунччен професси уявĕпе кашни çулах хаклă парнесемпе хавхалантараççĕ ăна, тĕрлĕ хаçат-журнал тÿлевсĕр çырăнса параççĕ. “Кăçал пин тенкĕ парса кăмăл турĕç. Ман пек ватта сума сунăшăн савăнатăп”, – тет ватă почтальонка. Май килнĕ чух, Патăрьелне ятарласа кайсан, çыхăну уйрăмне кĕмесĕр таврăнмасть Çерук аппа яла. Ăна унта хапăл тусах кĕтсе илеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2007
00:00
Поделиться