Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тухăç савăнтарать

Труд” ял хуçалăх кооперативĕн кăçал мĕн пурĕ 1460 гектар тĕш тырă пуçтарса кĕртмелле. Вăл шутран 547 гектарĕ “Безенчукская-380” кĕрхи тулă. 48 гектар çинче “Московская-39” супер элита кĕрхи тулă çитĕнтернĕ.

Тыр-пул пуçтарса кĕртме тĕплĕн хатĕрленнĕрен вырма ăнăçлă пуçланчĕ. Ял хуçалăх техники юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли япаласем кÿрсе килнĕ. Яваплă ĕçе кăçал икĕ “Дон-4500”, “Нива СК-5” пилĕк комбайн хутшăнать. Комбайнерсем чылай çул ĕçлесе пысăк опыт пухнă. Уяр çанталăкра уй-хирте, йĕтем çинче хĕрÿ ĕç вĕресе çеç тăрать. 70 гектар пăрçана çулса, пуçтарса çапнă ĕнтĕ. Çак ĕçе Ю.Пагуновпа Г.Романов пурнăçланă.

А.Васильев, В.Аба, И.Федотов, П.Михайлов кĕрхи тулла тÿрремĕнех вырса çапаççĕ. Тухăçĕ те савăнтарать, специалистсем гектар пуçне 30 центнертан кая пулмасть тесе шанаççĕ.

Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2007
00:00
Поделиться