Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Телефон станцийĕсем çĕнелеççĕ

Районта кивĕ автоматла телефон станцийĕсене çĕннисемпе – цифрăллисемпе – ылмаштарасси анлăн сарăлнă. Июлĕн 24-мĕшĕ тĕлне ку ĕçе Çĕнĕ Ахпÿртре, Кивĕ Катекре, Кзыл Чишмара, Красномайскра, Туçара вĕçленĕ. Август уйăхĕнче Первомайски, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Турхан, Аслă Чемен, Нăрваш Шăхаль, Çĕньял ялĕсенче пурăнакансем те çĕнĕ йышши çыхăнупа усă курма пуçлĕç.

Спорт

Ачасене хушма пĕлÿ паракан центр чи сывлăхлă ачасен ăмăртăвне ирттернĕ. “Çăлтăр” тата “Ăмăрт кайăк” командăсем “Официант”, “Крокодил чĕпписем”, “Виçĕ мечĕкпе чупасси”, “Амаçури тата Кĕл пике” конкурссенче тупăшнă. Çĕнтерÿçĕ саламĕсене “Ăмăрт кайăк” команда тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 августа 2007
00:00
Поделиться